Хурлăхана лартни 10 çул та иртрĕ. Хăрнă турачĕсене каскаласа тăратпăр. Юлашки çулсенче çырлисем вĕтелчĕç. Çулçисем чирлĕ пек курăнаççĕ. Çĕнетмелле мар-ши вĕсене?
Галина ВАСИЛЬЕВА,
Тăвай ялĕ
Ялта пурăнакансем çырла тĕмĕсемпе вĕсен лаптăкĕсене тăтăшах çĕнетсе тăмаллине пĕлеççĕ ĕнтĕ. Анчах та темшĕн-çке шăпах хурлăхан пирки аса та илмеççĕ. Нумайăшĕ хăйсен пахчинче 20 çултан та иртнĕ ÿсен-тăрантан çырла сахал пухса илнишĕн пăшăрханать, хурт-кăпшанкăна тата çанталăк условийĕсене айăплать. Çав вăхăтрах вĕсем хăйсен пахчинчи çырла тĕмĕсем ватăлса вăйсăрланнине асăрхамаççĕ те тейĕн.
Хурлăхан тĕмĕ çырла пама тытăнсан малтанхи 6-7 çулне тухăçпа савăнтарать, тураттисене вăхăтра касса, тасатса тăманни çак вăхăта 5 çул таран кĕскетет. Çавăнпа вĕсене çуллен тымартан тухакан 2-3 хунав хăварса çамрăклатмалла. Ку майпа 5 çулхи тĕмре тĕрлĕ ÿсĕмри 10-15 турат пулмалла.
Вăхăт иртнĕçемĕн 7—8 çулхи тĕмсене улăштарассине те асра тытмалла. Çамрăккисем вăй илсе пынă тапхăрта ватăраххисем сире çырласемпе туллин тивĕçтерĕç. Çавăнпа та вăхăт иртсен вĕсене кăкласан та эсир çимĕçсĕр юлмăр.
Хура хурлăхана ĕрчетме кăткăсах та мар. Сыпмалли туратсене кĕркунне кăпăшка та пулăхлă тăпра çине тăрăнтарса хăвармалла та тепĕр çултан вĕсем куçарса лартма хатĕр пулаççĕ.
Юлашки вăхăтра селекционерсем чылай чир-чĕре парăнман, шултра çырлаллă, тутлă сортсем шутласа кăларнă. Вĕсем: Ядреная, Перун, Сокровище, Илья Муромец, Елочка, Ароматная, Дачница, Русалка, Вологда сортсем. Ку сортсене туянассипе ăста пахчаçăсемпе кăсăклансах тăмалла. Хăшĕсене çывăх вăхăтра кĕрхи пасарта та туянма пулать.
Александра ФЕДОРОВА, агроном