Тăван кĕтес, тăван тавралăх. Хăйĕн илемĕпе, илĕртÿ-лĕхĕпе, ăшшипе чуна çывăх вăл пире, мĕн çуралсан ăша кĕрсе вырнаçать те нихăçан та асран тухмасть, яланах хăй патне туртать.
Çак сăн ÿкерчĕксенче те Лаврентий Данилов (Сăхăтпуç ялĕ) çав илеме, çав ырă туртăма кăтартма тăрăшнă. «Чунтан-чĕререн савăнатăп хамăрăн ытарайми тавралăхшăн, мăнаçланатăп унпа»,— терĕ Лаврентий Иванович. Хăйсен ялĕн çыннисем тавралăха — çăлкуçсене, кÿлĕсемпе вăрманлăхсене епле упрама тăрăшни çинчен те хавхаланса каласа кăтартрĕ. «Маттур çынсем пурăнаççĕ пирĕн»,— савăнсах шухăш-кăмăлне уçрĕ вăл.