Нумаях пулмасть манăн Вăрманхĕрри ялĕнче тĕпленнĕ Галина Александровнапа Геннадий Аркадьевич Волковсем патĕнче пулма тÿр килчĕ. Геннадий Аркадьевич хăй чăннипе Çĕнĕ Ишпуç ялĕнчен, унта çуралса ÿснĕ. Ашшĕ-не Аркадий Семеновича эпĕ хам район хаçатĕнче ĕçлеме пуçланăранпах, иртнĕ ĕмĕрхи çитмĕлмĕш çулсен пуçламăшĕнченпех пĕлнĕ. Вăл Шупашкарта колхоз председателĕсене хатĕрлекен ял хуçалăх шкулĕнче вĕреннĕ хыççăн вуникĕ çул Çĕнĕ Ишпуçĕнчи Чапаев ячĕпе хисепленекен колхоз агрономĕн-че, унтан ултă çул колхоз председателĕнче, каярахпа «Кубнинский» совхозăн Çĕнĕ Ишпуçĕнчи уйрăм управляющийĕнче тăрăшнă. Пĕр вăхăт Чутей ял Совет ĕçтăвкомĕн председателĕ те пулнă. Икĕ çул хушши Çĕнĕ Ишпуçне асфальт хывнă çĕрте бригадир пулса та çул çинчи ĕçсене йĕркелесе пынă. Çавах та пурнăçĕнче унăн ял хуçалăх производстви тĕп тĕллев, тĕп ĕçĕ пулнă. Хастар ĕçленĕшĕн ăна «Хисеп Палли» орденпа тата медальсемпе чысланă.
Çапла вара Геннадий Аркадьевич çĕр ĕçченĕ-сен çемйинче çуралса ÿс-нĕ. Ултă ывăлтан пиллĕкмĕшĕ вăл — чутах чи кĕçĕнни мар. Ашшĕ-амăшне кура вăл та ял хуçалăх профессийĕ суйласа илнĕ. Çар службинчен килсен, хатĕрленÿ уйрăмне çÿренĕ, унтан Чăваш ял хуçалăх институтне кĕнĕ, зоотехнике вĕреннĕ.
Пулас мăшăрĕпе Галина Александровнапа та институтра паллашнă вĕсем. Аслă шкулта пĕрле вĕреннĕ, пĕрле пĕлÿ пухнă. Вăл — Хĕрлĕ Чутай хĕрĕ. Юрату кам ăçтан пулнине пăхмасть çав, пĕр-пĕринчен таçта инçетре çуралнисене те пĕр тĕвве пĕрлештерет, икĕ чĕрене пĕрле тикĕс-сĕн тапмалла тăвать. Галина Александровна çамрăклах спортпа туслă пулнă, многоборьепе — темиçе тĕрлĕ спорт упражненийĕпе кĕрешессипе палăрнă, пысăк ăмăртусенче ултă хутчен чемпионка ятне çĕнсе илнĕ, многоборьепе спорт мастерĕн кандидачĕ. Кĕскен каласан, пурнăçра çамрăклах хăйне кăтартнă. Вăл тата пысăкрах титулсене те çĕнсе илме пултарнă. Анчах 1986 çулта вĕсем института вĕренсе пĕтернĕ, çав çулхине пĕрлешнĕ, çемье çавăрнă. Çамрăк мăшăра Тăвай районĕн- чи Мучар хуçалăхне ĕçлеме янă. Паллах, пĕр колхозра темиçе зоотехник кирлĕ мар, çавăнпа мăшăрĕ унтах экономиста вырнаçнă. Унтан Геннадий Волков сысна самăртакан «Мир» комплексра (ун пекки те пулнă пирĕн районта) ĕçленĕ, çавăнтах фермер хуçалăхĕ йĕркелесе пăсарасем ĕрчетнĕ, ял хуçалăх управленийĕнче тĕп зоотехник пулнă, Чапаев ячĕллĕ хуçалăха та пĕр хушă ертсе пынă пек астăватăп. Мăшăрĕ «Красное Сормово» колхозра зоотехникре, ферма заведующийĕнче тимленĕ.
Халĕ Вăрманхĕрринче кил хуçалăх тытаççĕ. Харпăр тĕллĕн ĕçлекен те шутланаççĕ. Хĕрĕ Надежда пулăшать вĕсене. Хуçалăхĕ пĕчĕк мар, хуралтисем лайăх, кашнине пуç тавра тĕплĕн шухăшласа туни палăрать. Кил картинче ĕне, вăкăр, тына пăру тытаççĕ. Ĕни иккĕ те пулнă, халĕ пĕрне сутнă. Кăвакал, чăх-чĕп нумай ĕрчетеççĕ. Ашĕ те, çăмарти те хăйсен. Сĕчĕ те пур. Ытлашшине патшалăха параççĕ. Хурт-хăмăр та темиçе çемье, çуллен пыл сутаççĕ. Хам та тутанса курнă вĕсен пылне, тутлă, техĕмлĕ, сывлăхшăн сиплĕ.
— Пыл иртнĕ çулхинчен кая мар уçласа илтĕмĕр,— терĕ Геннадий Аркадьевич.
Кил çумĕнчи паçмара вара çĕрулми, суханпа кишĕр, купăста, хăярпа помидор, чĕкĕнтĕр туса илеççĕ — вĕсем кил хуçалăхра, апат-çимĕçре пурте кирлĕ. Çакăнсăр пуçне унчченхи комплекс çумĕнче икĕ гектар çĕр участокĕ те пур Волковсен. Унта выльăх апачлĕх люцерна çитĕнтереççĕ, çу каçа сахалтан та икĕ-виçĕ хутчен çулса илеççĕ. Уттине пресласа хатĕрлеççĕ. Турттарма хăйсенех икĕ мотоблок пур. Халĕ те, виççĕмĕш хут çулнине, валем турĕç, унтан тюкларĕç. Уяр çанталăкпа усă курчĕç. Выльăх-чĕр- лĕхшĕн çемçе паха апат пулĕ, ăна çисе сĕтпе аш-пăш, ÿт хушĕç.
Çапла вара ĕç пурнăç тыткăчи пулса тăрать.
Иван ГЛАДКОВ