Хаçатра Çĕнĕ Ишпуçĕнче çуралса ÿснĕ Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕсем — пĕртăван Мартыновсем çинчен статья пичетленнĕччĕ кăçал. Çак ялтанах вăрçа хутшăннă çĕнĕ ятсем татах тупăнчĕç. Ахăртнех, хальхи çамрăксем вĕсене пĕлмеççĕ те.
Егор Федорович Ишмяков, 1920 çулта çуралнă, Мускаври çар комиссариачĕ урлă Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Рядовой. 1942 çулхи авăн уйăхĕн- че хыпарсăр çухалнă.
Егор Иванович Ишмяков (1920 ç.) Тăвайри çар комиссариачĕ Хĕрлĕ Çар ретне илнĕ. Рядовой. Белорусси çĕрĕнчи пĕр ял çывăхĕн-че 1942 çулхи апрелĕн 14-мĕшĕнче хыпарсăр çухалнă, çав çулхи çĕртме уйăхĕнчи документсем те çакна çирĕплетеççĕ.
Павел Степанович Сорокин (15.07.1913 ç.), аслă лейтенант. Çар ретне 1935 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче тăнă. Харьковри Çар округĕн- че пограничниксен отрядĕн-чи НКВД çарĕнче 68-мĕш химзащита батальонĕнче, унтан ытти çĕрте тăшмансене хирĕç кĕрешнĕ. Аманнă хыççăн 2543-мĕш номерлĕ эвакогоспитальтен сывалса тухса 1945 çулхи март уйăхĕн- че отпуска кайни паллă.
Харсăр салтака «За боевые заслуги», «За победу над Германией в Великой Отечественной войне 1941—1945 г.г.» медальсемпе наградăланă. Вăрçă хыççăн Чутей ял Совет председателĕнче ĕçленĕ.
Егор Васильевич Лаптаков (1916 ç.). Вăрçа Шупашкар хулинчен 1943 çулхи юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче тухса кайнă. Белорусси фронтĕнче çапăçнă. Могилевск обла-çĕнчи Красилово ялĕшĕн пынă çапăçура ураран йывăр аманать. Егор Васильевич 1943 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа 1944 çулхи июлĕн 14-мĕшĕччен фашистсене хирĕç çапăçнă.
«За боевые заслуги», «За победу над Германией в Великой Отечественной войне 1941—1945 г.г.», «За доблестный труд в Великой Отечественной войне 1941—1945 г.г.» медальсене тивĕçнĕ. 1945 çулхи июнь уйăхĕнчен ялта пахча çимĕç ÿстерекен бригада бригадирĕнче тăрăшнă.
Гаврил Петрович Волков (1913 ç.), рядовой, ефрейтор. Тăвайри çар комиссариачĕ 1940 çулхи июльте Хĕрлĕ Çар ретне тăратнă. Карел фронтĕнче тăшмана хирĕç паттăррăн кĕрешнĕ. 1942 çулта «Паттăрлăхшăн» медале тивĕçнĕ. 5 стрелковăй ротăри пулеметчик каçхине тăшманăн опорнăй пунктне атакăланă вăхăтра çапăçура, 1942 çулхи октябрĕн 14-мĕшĕнче, винтовкăран персе пĕр фашиста вĕлернĕ, виççĕшне граната ывăтса тĕп тунă. Пулеметăн пĕрремĕш номерĕ вилсен, ун вырăнне тăнă. Хăй те, аманнăскер, тăшман контратакисене сире-сире янă.
Трифон Алексеевич Матросов (1909 ç.), рядовой. Тăвайри çар комиссариачĕ çар ретне тăратнă, тепĕр документ çинче 1941 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнче Гдоври РВК урлă, тенĕ.
Трифон Алексеевич 1941 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче аманнă. Юлашки служба вырăнĕ: 1069 сп 311 сд.
Петр Семенович Волков (20.06.,07 — 1919 ç.) кĕçĕн лейтенант. 1941 çулхи апрелĕн 16-мĕшĕнче Мускав облаçĕнчи Кунцево Çар комитечĕ Хĕрлĕ çар ретне тăратнă.
1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче вăрçа кайнă.
Летчик-истребитель пулнă. Истребительсен авиаполкĕн- че, Хĕвеланăç фронтĕнче 5-мĕш танк дивизийĕнче, I Прибалтика фронтĕнче 634-мĕш çĕрлехи авиабомбардировщиксен полкĕн 1 танк колоннинче, 1942—1943 çулсенче Хĕвелтухăç, 1943 çулта I Прибалтика, 1944 çулта II Прибалтика фрончĕ-сенче нимĕç фашисчĕсене хирĕç паттăррăн çапăçнă. 1942 çулхи авăн уйăхĕнче контузи пулнă. Госпитальтен 1942 çулхи октябрьте сывалса тухать. П.Волков аслă сержант, летчик служба вăхăтĕнче хăйне нимрен хăраман совет салтакĕ пулнине кăтартнă. 1943 çулта Орел, Городокск-Витебск операцийĕнче çапăçусем пынă вăхăтра штабсемпе çыхăну тытса тĕрлĕ заданисем пурнăçланă тата офицерсен штабĕсене пĕлте- рĕшлĕ оперативлă документсем, донесенисем вăхăтра илсе çитернĕ. 1944 çулхи июлĕн 5—10-мĕшĕсенче кăна Фотьяново районĕнчен Дретунь районне талăкне темиçе хут вĕçнĕ. Фронт штабĕпе тата ăна пăхăнакан штабсене çыхăнупа вăхăтра тивĕçтернĕ. Унăн 250 вĕçев. Аварисĕр, çĕмĕрĕлмесĕр, ориентирсене çухатмасăр 600 сехет вĕçнĕ. Командованин уйрăм заданийĕсене пурнăçласа 5-мĕш Двинск танк корпусĕн çыхăну авиазвено летчикĕ 400 ытла вĕçев тунă.
Петр Семеновича Отечественнăй вăрçă 2 степеньлĕ тата I степеньлĕ орденсемпе, «За победу над Германией в Великой Отечественной войне 1941—1945 г.г.» медальпе наградăланă.
Николай Иганатьевич Краснов (1904—1976 ç.ç.) Тăвайри çар комиссариачĕ урлă Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Рядовой, сержант, отделени командирĕ. Хĕвеланăç тата Калинин фрончĕсенче ирсĕр тăшмана хирĕç кĕрешнĕ. Виçĕ хутчен аманнă. 2862-мĕш номерлĕ госпитальтен сывалса тухсан ăна 399 стрелковăй дивизине яраççĕ. Йывăр сурансене пула 1944 çулхи сентябрьте киле таврăнать.
Паттăр салтака III степеньлĕ Мухтав орденĕпе, «За отвагу» медальпе чысланă.