1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Сентябрь 2025 г.
19 сентября 2025 г. 14:52

Пресс-центр

Вырма-2025 вĕçленнĕпе пĕрех. Хĕвеллĕ, уяр çанталăк нумай пулăшрĕ тырпул пухса кĕртессине хăвăртлатма. Сентябрĕн 18-мĕшĕ тĕлне округĕпе 10145 гектар çинчи — ку вăл планăн 97 проценчĕ чухлĕ — пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисене пухса кĕртнĕ. Пĕтĕмпе 34212 тонна тырă çапса илнĕ. Кашни гектар вăтамран 34 центнер тухăç панă. Уйрăм культурăсенчен çурхи тулă чи пысăк тухăçлă çитĕннĕ.

Çитес çулхи тухăçшăн тăрăшса, ĕнерхи кун тĕлне 1881 гектар çине кĕрхи тĕш тырă культурисем акса хăварнă — ку вăл планăн 92 проценчĕ чухлĕ. Çак шутран кĕрхи тулă 1672 тата кĕрхи ыраш 209 гектар йышăннă.

Ку вăхăт тĕлне хуçалăхсем 1710 гектар çĕртме сухи тунă. Çак ĕç, паллах, малалла пырать. Кам сухалать, кам дискатор йышши техникăпа кăпкалатать.

Çитес хĕлшĕн тимлесе, ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем 7500 тонна (103 процент) утă, 20613 тонна (100 процент) сенаж, 4900 тонна (26 процент) силос хатĕр-лесе хунă. Улăм та 740 тонна рулонласа хатĕрленĕ.

Поделиться:
Распечатать