Юнкун Тăвай муниципалитет округĕнче информаци кунĕ иртнĕ. Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин ертÿçин çумĕ Евгений Корнилов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин тата Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов информаци ушкăнĕн членĕ-семпе, предприяти-организаци ертÿçисемпе, Мучар тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулнă, информкунăн çивĕч темисене сÿтсе явнă.
Тĕп тема — Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2025 çулхи социаллă проекчĕсем: пĕтĕмлетÿсемпе малашнехи тĕллевсем.
«Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проект июнĕн 1-мĕшĕнче старт илнĕ. Ку вăл — культура, спорт тата кану мероприятийĕсен пĕрлехи бренчĕ Виçĕ уйăх хушши куллен концерт-фестивальсем, мастер-классем, спорт тупăшăвĕсем йĕркеленĕ Чăваш Енре. «Яркоелето.Чувашия. РФ» çĕнĕ портал кашнинех канăва çĕнĕлле, хăйсене килĕшÿл- лĕ йĕркелеме майсем уçнă. Çуллахи каникул пулнă май лагерьсенче канакансем те хастар хутшăннă.
Çак хушăра Тăвай округĕнче пултарулăха аталантарас, канăва йĕркелес, спорт юхăмне вăйлатас, пур ÿсĕмри çынсене явăçтарас тĕллевпе 87 ĕç-хĕл хатĕрлесе ирттернĕ.
Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен проект «Ярко в Чувашии» форматпа ĕçлеме пуçларĕ. Паян унăн порталĕнче — республикăра ирттерме палăртнă мероприятисен пĕтĕм афиши. Чăваш Енре пурăнакансемпе туристсене çĕнĕлĕхĕсем кĕтеççĕ: экскурсисем, гастрономи, маршрутсем, интереслĕ пулăмсем. Çавăн пекех онлайн майпа билетсем туянассине те йĕркелесшĕн.
«Сывлăх патне — утăм» проекта июнĕн 24-мĕшĕнче çул панă. Унăн тĕллевĕ — чире малтанхи тапхăрта тупса палăртасси, вăхăтра сиплеве пуçласси. Мобильлĕ бригадăсем хуласенче кăна мар, аякра вырнаçнă ялсене те çитме тăрăшнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн проекчĕ çынсене больницăсемпе поликлиникăсен тулашĕнче, «çуртсене пырса тенĕ пек», медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме, профилактика ĕçĕсем тума майсем туса пачĕ. Республикăра медицина ĕçченĕсем 532 хутчен вырăна тухнă, 68206 пациентăн сывлăхне тĕрĕсленĕ.
Тăвай округĕнче 1703 çын сывлăхшăн пĕлтерĕш- лĕ çак «утăма» кăмăлтан тунă. Медиксен мобильлĕ бригади ялсен 15 лапамĕнче çыннăн сывлăхне тĕрĕсленĕ. Йăлана кĕнĕ тĕрĕслев мелĕсемсĕр пуçне диагностикăн çĕнĕ майĕсемпе усă курнă. Куçса çÿрекен фельдшерпа акушер пункчĕсенче профосмотрсем, диспансеризаци, ЭКГ тăвассине, тĕрлĕ анализсем илессине йĕркеленĕ, акушер-гинеколог пациентсене йышăннă.
— «Ниме — халăх бюджечĕ» республикăри пуçару программи проектне малалла тăсать. Ниме — пĕрлехи ĕç. Кашниех пысăк ĕçе хăйĕн тÿпине хывать. Пĕрле хăш ĕçе тумаллине халăх хăй татса парать.
Тăвай округĕнчи пуçаруллă бюджетировани юлашки çулсенче программăн малашлăхлă тата анлăн аталанакан çул-йĕрĕсенчен пĕри, çав шутра «Ял территорисене комплекслă аталантарасси» программăпа та, пулса тăчĕ.
Тăвай округĕнче 2024 çулта пурнăçланакан проектсен хисепĕ самаях ÿснĕ. Ялсенче ĕçе кĕртнĕ проектсен шучĕпе тăвайсем регионта малта пыраççĕ. 2017—2024 çулсенче 418 проект, 350,7 миллион ытла тенкĕлĕх, пурнăçланă. 2025 çулта 89 проекта пурнăçлама 86,5 млн тенкĕ уйăрнă. Халăх суйланă проектсенчен чылайăшĕ пурнăçа кĕнĕ ĕнтĕ, çак ĕçсене вĕçлессипе тимлеççĕ халĕ.
2024 çултанпа «Пуçарулăх» цифра çине куçрĕ. Конкурс суйлавне хутшăнма заявкăсене «Чувашия онлайн» информаци тытăмĕ урлă йышăнаççĕ.
2026 çул валли 108 проект пурнăçа кĕртме палăртнă. Проектсемшĕн сентябрĕн 12—26-мĕшĕсенче сасăлама май пур.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ пуçарнă тепĕр, «Мирлĕ пурнăçа утăм» проектăн тĕллевĕ — ятарлă çар операци ветеранĕсене мирлĕ пурнăçа таврăнма пулăшасси, вĕсен çемйисене тимлĕх уйăрасси. Кăçалхи июлĕн 21-мĕшĕнче Тăвайри культура çуртĕнче пулăшу десантĕнчи тĕрлĕ ĕç тытăмĕнчи квалификациллĕ специалистсем — юристсем, социаллă службăсен, ĕçпе тивĕçтерекен центр, çар комиссариачĕсен, муниципалитет администрацийĕ- сен тата ытти ĕç сферин ĕçченĕсем тĕлпулу ирттернĕ. Вĕсем СВО ветеранĕсемпе çемье членĕ-сене ĕçе вырнаçас, документсем хатĕрлеме пулăшас тĕлĕшпе тата ытти енĕпе консультацисем панă. Тĕлпулу вăхăтĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакан 22 çемье членĕсен 30 ыйтăвне шута илсе, чылайăшне вырăнтах хуравсем парса тата татса пама пулăшнă. Тепĕр 12-шĕ çине тивĕçлĕ органсем çырса хурав панă.
Информаци кунĕнче Мучарта пурăнакансемпе тĕлпулу иртнĕ. Общество пурнăçне, ЧР Пуçлăхĕн суйлавне ирттерсе яма активлăх кăтартнăшăн Галина Баданована, Елена Бахмутована, Зоя Иванована, Фаина Афонинана Тав çырăвĕсемпе чысланă. «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проект катинчи активлăхшăн Мучарти «Сударушка» ансамбль ЧР Пуçлăхĕн Дипломне тивĕçнĕ (сăн ÿкер- чĕкре: унăн ертÿçи Надежда Демина).
Раиса ВАСИЛЬЕВА