• «Сывлăх патне — утăм» проектпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ ĕç 1,1 пин ытла çыннăн чирĕ-сене пирвайхи хут тупса палăртма май панă. Сывлăх пункчĕ- сенче 68 пин ытла çын сывлăхне тĕрĕслеттернĕ. Тĕрĕсленнĕ хыççăн 13 пин ытла çынна тĕплĕ тĕпчев тума, 7,6 пин çынна ятарлă специалистсем патне консультацие янă.
• Чăваш Республикин ял хуçалăх министерстви аш-какай валли сурăх (качака) тытакансенчен заявлени йышăнасси çинчен пĕлтернĕ. Заявкăсене сентябрĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Субсидие ял хуçалăх производителĕсене сурăх (качака) пăхма е аш-какая ăсатма тăкакланнăшăн пĕр пайне саплаштармашкăн параççĕ. Чăваш Ен территорийĕнче аш-какая вырнаçтарнă чĕр чунăн кашни килограмне шута илеççĕ. Субсидие аш-какай продукцийĕ хатĕрлекен юридици тытăмĕ е уйрăм предприниматель илме пултарать. Ку харпăр хуçалăх тытакансене тата ял хуçалăх потребитель кооперативĕсене пырса тивмест. Информаципе тĕплĕн- рех Патшалăх финанс пулăшăвĕпе тивĕçтерекен мерăсен порталĕнче паллашма пулать.
• Çĕрпÿри аграри техникумĕн никĕсĕ çинче 43 гектар çинче хăмла шпалерĕсем çакас ĕçсем пыраççĕ. Кăçал республикăра хăмлан çĕнĕ лаптăкĕ 100 гектара çитмелле. Хальлĕхе çак культурăн тухăçĕ кашни гектартан вăтамран 16 центнер ытларах тухать.
• Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ çĕнĕ сезона Александр Грибоедовăн «Горе от ума» спектаклĕн премьерипе пуçланă. Спектакле Даниил Филиппович çамрăк режиссер лартнă. Ку спектакль тĕрлĕ ăрурисемшĕн кăсăклă. Шкул ачисемпе çамрăксем ăна «Пушкин карттипе» кайса курма пултараççĕ.
• Юпа уйăхĕн 5—12-мĕшĕсенче Шупашкарта наци кĕрешĕвĕн тĕсĕсен Пĕтĕм тĕнчери 2-мĕш вăййисем иртеççĕ. Ăна РФ Спорт министерстви, ЧР Правительстви тата Раççей çар искусствисен союзĕ йĕркелеççĕ, Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейне, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкне халаллаççĕ. Программăра спортăн 17 тĕсĕ: пушкăрт наци спорт тĕсĕ, каратэ, кендо, кĕрешÿ, кикбоксинг, муай-тай, ориентал, айкидо, курэш тата ыт. те. Пурĕ 6 пине яхăн спортсмен хутшăнмалла.
• Сентябрĕн 20-мĕшĕнче — Вăрман ĕçченĕсен кунĕ.
Пĕтĕм Раççейри «Наци кросĕ» чупăвĕ иртет, Пĕтĕм Раççейри «Симĕс Раççей» экологи акцийĕ пуçланать.