• Чăваш Республики Андриян Николаев космонавт çуралнăранпа 100 çул çитнине уявлама хатĕрленет. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ăна уявласси çинчен калакан указа алă пуснă. Эпир ăна 2029 çулта паллă тăватпăр. «Пирĕн Чăваш Енрен тухнă пĕрремĕш космонавта, икĕ хут Совет Союзĕн Геройне, авиаци генерал-майорне, çĕршыв космонавтикине аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнă, паттăрлăх, ăслăлăх тата прогресс символĕ пулса тăнă ентеше тивĕçлипе сума сумалла»,— тенĕ Олег Николаев.
• Йĕпреç, Пăрачкав, Тăвай муниципалитет округĕсем хĕллехи хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленессипе чылай лайăхрах ĕçленине, вĕсем ĕçе туллин вĕçленине палăртнă ЧР Правительство çуртĕнче эрнесерен ирттерекен канашлура. Нумай хваттерлĕ çуртсен техника паспортне хатĕрлес ĕçе 7 округра вĕçленĕ.
• Чăваш Республикинче пурăнакансем яллă вырăнсенче юлашки çулсенче икĕ хутлă çуртсем (1152 çурт) тăвасси вăй илнĕ. Вĕсене хăпартма ытларах кирпĕч- пе (736 çурт) тата йывăçпа (244 çурт) усă курни паллă.
• Чăваш Енре пурăнакан кашни çын çулталăкра вăтамран 20 килограма яхăн (Раççейре — 21—23 килограмм) пулă çиет. Специалистсем сĕнекен норма — 28 килограмм. Çавăнпа халăха 2030 çулччен хамăр çĕршывра тытнă тата çитĕнтернĕ пулăпа тивĕçтерес тĕллев тăрать. Ку енĕпе пирĕн округри Вырăс Нăрваш салинчи Геннадий Новиков фермер та тăрăшать, форель хуçалăхне аталантарать. Раççейри «Агростартап» тата регионăн «Перспектива» гранчĕсен укçи-тенкипе вăл производствăна сарсах пырать, пулă консерви те кăларма хатĕрленет.
• «Акконд» кондитер фабрики Пĕтĕм тĕнчери куравра хăйĕн продукцийĕпе паллаштарнă. Курав Стамбулта иртнĕ. Унта «Раççейре туса кăларнă» экспозици йĕркеленĕ, Чăваш Енри кондитер фабрики валли те вырăн уйăрнă.
• Чăваш Ен ял хуçалăх продукцийĕн экспорт калăпăшне 2030 çул тĕлне 73,2 миллион тенке çитерес тĕллевлĕ. 2025 çулта ял хуçалăх таварĕсен экспорчĕн калăпăшĕ 50,4 миллион долларпа танлашмалла. Пирĕн республикăран чикĕ тулашне кондитер изделийĕсем, чăх какайĕ, кофе, чей концентрачĕсем, çу культурисем, севок сухан ăсатаççĕ. Продукци тĕнчери 30 çĕршыва каять.
• Шуршăлта республикăри пирвайхи энергоцентр хута кайнă. «Энергоцентр пирĕн мухтавлă космонавт çуралнă ялта пурăнакансен ыйтăвĕсене татса пама кăна мар, республикăн пĕтĕм энергетика тытăмне аталантарма пулăшĕ»,— тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Иван ГЛАДКОВ хатĕрленĕ