1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Сентябрь 2025 г.
19 сентября 2025 г. 15:06

Резина час çĕрмест

Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви автомобилистсене тимлĕрех пулма ыйтать.

Шинăсемпе покрышкăсем кăларса тăратакан хăрушлăх 4-мĕш класпа танлашать. Вĕсене ахаль çÿп-çап контейнерĕсене пăрахма юрамасть, мĕншĕн тесен вĕсенче çут çанталăка сиен кÿрекен хими элеменчĕ нумай. Резина çĕрнĕ вăхăтра фенол, формальдегид тата ытти канцероген пĕр ĕмĕр тăршшĕ- пе çĕре сăрхăнса тăрĕç. Шинăсене çунтарни вара пушшех хăрушлăх кăларса тăратать. Ун пек ан пултăр тесен шинăсемпе покрышкăсене утилизацие памалла. Пирĕн республикăра вĕсене «НПО Экология» организаци (Шупашкарти Трактор тăвакансен проспекчĕ, 112 А) йышăнать.

Поделиться:
Распечатать