1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 10 Октябрь 2025 г.
19 сентября 2025 г. 14:58

Салтаксем ыйтнине çывăха хурса

Мучарти волонтерсем СВОри ентешсем валли черетлĕ хÿтĕлев хатĕрĕсем ăсатрĕç. Ку хутĕнче çĕвĕ машинисем умне ларнă ăста хĕрарăмсен продукцийĕ, дронсенчен хÿтĕ- ленмелли ятарлă материалтан çĕленĕ 30 плащ пулчĕ. Округ хастарĕ Эдуард Буинцев вĕсене машина çине тиенĕ май, ăна шăллĕ, Сергей Юрьевич, службăра тăракан вĕри точкăна çитересси çинчен пĕлтерчĕ.

«Тавтапуç сире, ыр кăмăллăх ĕçĕршĕн. Пирĕн боецсем çакăн пек тумтирсене питĕ ыйтаççĕ, пулăшушăн тав тăваççĕ»,— терĕ хĕрÿ зонăна çула тухма хатĕрленекен арçын.

Çак ĕçе малалла та тăсассине çирĕплетрĕç салтаксен ыйтăвĕсене çывăха илекен ялти волонтерсем: Галина Пугачева, Анна Цапина, Валентина Лаврова, Зинаида Коровина, Валентина Белкина, Ольга Наумова. Ялти клубра çĕвĕçсем валли уйрăм пÿлĕм уйăрнă. Ял старости Любовь Кириллова пулăшу ĕçĕсене йĕркелесе пыма та, çĕвĕ машини умне ларма та ĕлкĕ-рет. Ахальтен-и вăл Чăваш Енри чи лайăх старостăсен йышĕнче.

— Эпир ентешсем çĕнтерÿпе таврăнасса шанса, кĕлĕ вуласа ĕçлетпĕр,— терĕ вăл маттур çĕвĕçсен ячĕпе. — Шухăшпа эпир фронтрисемпе.

Раиса ШУМОВА

Поделиться:
Распечатать