1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Сентябрь 2025 г.
19 сентября 2025 г. 14:57

Суйлав кунĕнче юбилейпе саламланă

Авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕн тĕп сасăлав кунĕнче, Тĕмерти Василий Потапова 90 çулхи юбилейĕпе саламлама хăнасем таçтан та çитнĕ.вĕçлĕ канăва тухнă, «Ĕç ветеранĕ» медале, Тав хучĕсене тивĕç пулнă. Колхозри уй-хир ĕçĕсемпе пĕрле стройка енĕпе те ăсталăх кăтартнă. Платник ĕçне алли пынăран Тĕмерти ача садне тунине аса илчĕ Василий Васильевич. Мăшăрĕпе Зинаидăпа пĕр ялтанах пулнă. 5 ача пăхса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă, 9 мăнукпа, 12 кĕçĕн мăнукпа савăнса пурăнать халĕ ăш пиллĕ асатте-кукаçи. Ачисем те таçта аякка кайман. Валентина, Людмила, Володя ялтах йăва çавăрнă. Надежда Канаш хулинче тĕпленнĕ. Шел те, мăшăрĕпе ывăлĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.

Тĕмерти хисеплĕ ветерана муниципалитет округĕн администраци пуçлăхĕн çумĕ Ирина Михайлова, Тĕмер территори уйрăмĕн ертÿçи Геннадий Иванов, культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕнчи артистсем ăшшăн саламланă. Юратнă юррисене шăрантарнă. Парнесем панă.

Тăвайри обществăлла сăнавăн территори штабĕн ертÿçи Владимир Шакров участоксенчи 2511 тата 5019-мĕш суйлав комиссийĕсен ĕçĕпе паллашнă май, В.В.Потапова килте сасăлаттарма хутшăннă. Ÿсĕмĕпе аслă суйлавçăна 90 çулхи юбилейĕ-пе саламласа ырă сывлăх, вăрăм ĕмĕр суннă. Сăмах майăн каласан, Тăвай округĕнчи çулĕпе чи аслă, 102 çулпа пыракан Юлия Ивановна Чумышева та Тĕмер ялĕнче пурăнать. Уншăн та суйлав кунĕ уяв пекех иртнине палăртрĕ салтак арăмĕ, тыл ĕçченĕ.

Василий Потапов юбиляр, унăн çывăх çыннисем, тăванĕсем ырă сунса килнĕ хăнасене ăшă тав сăмахĕсем каласа ăсатнă.

Тĕмер тăрăхĕнчи ялсенчен Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавне суйлавçăсен 93,3 проценчĕ хутшăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма Олег Алексеевич Николаева шаннине кăтартса пачĕç унăн результачĕсем.

Раиса ШУМОВА

Поделиться:
Распечатать