1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Сентябрь 2025 г.
19 сентября 2025 г. 14:53

Суйлав уяв пекех

Республика малашлăхĕшĕн сасăларĕç сентябрĕн 12—14-мĕшĕсенче Енĕш Нăрваш ялĕнчи суйлавçăсем те. Малашлăха палăртакан программăсем ял çыннисен пурнăçĕ çине ырă витĕм кÿрессе шаннине палăртрĕç.

Участока килекенсене комисси членĕсем тарават, хаваслă кĕвĕпе кĕтсе илчĕç. Кашниех хăйĕн шухăшне уйрăм палаткăна кĕрсе палăртма пултарчĕ. Тухса çÿреймен ватăсене, инвалидсене, пĕчĕк ачаллă амăшĕсене килĕсене кайса сасăлаттарнă.

Электрон мелĕпе сасăлама питĕ меллĕ. Çакăн çинчен хам та малтанах заявлени çырса пĕлтертĕм. Халиччен пĕр суйлавран та юлман. Хальхинче те республика аталанăвĕшĕн тăрăшакан тивĕçлĕ çыншăн сасăларăм. Суйлав вăхăтĕн- че ялта пурăнакансен активлăхне илес пулсан, Ефимовсен (сăн ÿкерчĕкре) виçĕ ăрăвĕ харăс суйлав участокне килсе ырă тĕслĕхĕпе те хавхалантарчĕ пулĕ.

Ял старости пулнă май кирек мĕнле уява та чăваш тумĕпе кайма тăрăшатăп. Республика Пуçлăхĕн суйлавĕ те маншăн уяв пекех пулчĕ. Хам чăваш пулнине кăтартса наци тумне тăхăнтăм.

Надежда ЧЕРНОВА,

ял старости.

Енĕш Нăрваш ялĕ

Поделиться:
Распечатать