1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Сентябрь 2025 г.
19 сентября 2025 г. 14:49

Суйлавçăсен 67,06 проценчĕ — Олег Николаевшăн

Сентябрĕн 12, 13, 14-мĕшĕсенче Чăваш Республикин Пуçлăхне, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисен, çичĕ муниципалитет округĕн депутачĕсене суйланă. Суйлав кунĕсенче Общество сăнавĕн центрĕ ĕçленĕ. Общество сăнавçисем сасăлав юхăмне пăхса тăнă, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем суйлав участокĕсенчи лару-тăрупа паллаштарнă.

Чăваш Республикин Суйлав комиссийĕн председателĕ Геннадий Федоров суйлавăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă. Суйлав кунĕсенче республикăра 921 суйлав участокĕ ĕçленĕ. Çавăн пекех Мускавра 14 экстерритори участокĕ уçăлнă. Ятарлă çар операцийĕнче служба тивĕçне пурнăçлакан ентешсем дистанци мелĕпе сасăлама пултарнă. Суйлав ĕçне-хĕлне йĕркелеме 8 пин ытла çын хутшăннă. 1173 общество сăнавçи йĕркелĕхе сăнаса тăнă.

Суйлава 531574 çын е сасăлав ирĕкĕ пуррисен 58,5 проценчĕ хутшăннă. Виçĕ кунхи сасăлав кăтартăвĕ- сем çирĕплетнĕ тăрăх, Олег Николаевшăн граждансен 67,06 проценчĕ (355975 çын) сасăланă. Иккĕмĕш вырăнта — Константин Степанов. Уншăн суйлавçăсен 14,23 проценчĕ (75566 çын) сассисене панă. Виççĕмĕш кăтарту Максим Морозовăн: 8,37 процент (44430 çын). Владимир Ильиншăн — 29517 çын е 5,56 процент, Владимир Савиновшăн 16704 çын е 3,15 процент сасăланă.

«Суйлава тĕрлĕ парти хутшăнчĕ, граждансем тĕрлĕ майпа сасăлама пултарчĕç. Кун пекки Чăваш Енре халиччен пулманччĕ»,— тенĕ суйлав комиссийĕн председателĕн заместителĕ Игорь Михайлов.

198 пин ытла çын дистанциллĕ электрон сасăлавĕн тытăмĕпе усă курнă.

Сăмах май, общество сăнавçисем Чăваш Енри суйлав пирки массăллă информаци хатĕрĕсенче, социаллă сетьсенче пĕлтерсе тăнă.

Суйлав участокĕсем хупăннă хыççăн Общество сăнавĕн центрне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пынă. Регион ертÿçи суйлавçăсене граждан позицине палăртма хастар хутшăннăшăн тав тунă. «Чăваш Ен — Раççейри нумай нациллĕ çемьен пĕр йышĕ — йăла-йĕркене хисепленине те, демократи принципĕсене тĕпе хунине те кăтартрĕ, пирĕн çĕршывра хăтлă пурăнма, тухăçлă ĕçлеме, пултарулăха пур енлĕн аталантарма май пуррине те çирĕплетрĕ. Ку таранччен эпир республика ырлăхĕшĕн нумай ĕç турăмăр. Малашнехи тĕллевсем тата та пысăк. Иккĕленместĕп: пĕрлехи вăйпа палăртнисене пурнăçа кĕртме пултарăпăр»,— тенĕ Олег Николаев.

Поделиться:
Распечатать