1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Сентябрь 2025 г.
19 сентября 2025 г. 15:02

Тимлĕхе çухатар мар

Кунсерен транспорт полицийĕн ĕçченĕсем транспорт инфратытăмĕн объекчĕсенче — автовокзалсенче, аэропортра тата чукун çул станцийĕсенче — хăрушсăрлăхшăн тимлеççĕ. 2025 çулăн пĕрремĕш çурринче кăна йĕркене пăснă 1,1 пин ытла тĕслĕхе шута илнĕ. ШĔМĕн транспорт çинчи Чăваш лини пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Анастасия Мешкова пассажирсем ултав серепине лекесрен асăрханмалли сĕнÿсем пачĕ, çавăн пекех транспортра япала çухалсан ăçта тата кам патне пымаллине ăнлантарчĕ.

— Ытти транспорт объекчĕ-семпе танлаштарсан чукун çул çинче йĕркене пăснă вун-вун тĕслĕх тĕл пулать,— терĕ вăл. — Тĕп сăлтавĕ — çынсен тимсĕрлĕхĕ. Пуйăсра ют çыннăн япалине вăрласси уйрăмах анлă сарăлнă. Укçа-тенкĕ, телефон, документ тата ытти пурлăх çухалать. Темшĕн тата пассажирсем патшалăх пурлăхĕпе те тирпейсĕр усă кураççĕ. Подстаканниксем, утиялсем илсе тухаççĕ. Çакă билет хакне кĕрет тесе шухăшлаççĕ-ши? Ан манăр: куншăн административлă тата уголовлă яваплăх кĕтет. Яваплăх çирĕплĕхĕ сиен виçинчен тата лару-тăруран килет.

Преступление мĕн вăхăтра уçса парасси те тĕрлĕрен пулать. Калăпăр, пуйăсра çухалнă кĕсье телефонĕ çав самантрах та, чылай вăхăт иртсен те тупăнма пултарать. Çавăн пекех çухалнă япалана тÿрĕ кăмăллă пассажирсем илсе килсе панă тĕслĕх те час-часах пулать. Ку, паллах, савăнтарать. Транспорт полицине граждансем пурлăх çухатни е вăрлани пирки пĕлтереççĕ, çынна шыраса тупма, общество йĕркине пăсакансене лăплантарма е канаш-сĕнÿ ыйтмашкăн пыраççĕ. Суранланакансем те тĕл пулаççĕ. Кун пек чухне медицина пулăшăвĕ кирлĕ.

Ултав серепине лекес мар тесен сыхă пулмалла. Уйрăмах халăх йышлă çÿрекен вырăнсенче тимлĕхе çухатмалла мар. Хаклă япаласене хăвăрпа пĕрле илмелле. Палламан çынсене мĕнпур информацие пĕлтерме е пурлăха шанса парса хăварма юрамасть. Билетсене официаллă кассăсенче тата тĕрĕсленĕ сайтсенче çеç туянмалла. Ултав серепине çаклантăр пулсан çийĕнчех полици уйрăмне каймалла. Кирек хăш объектра та лини полици уйрăмĕ ĕçлет. Май пулсан преступник паллисене асра тытмалла. Тумтирне, çÿллĕшне, уйрăм паллăсене пуйăс проводникне е транспорт компанийĕн представительне каламалла. Вăхăтра заявлени çырни пурлăха шыраса тупас шанчăка ÿстерет. Нихăçан та тимлĕхе ан çухатăр, асăрхануллă пулăр! Паллах, хальхи йышши хатĕр-семпе усă курни транспорт полицийĕн ĕçне самай çăмăллатать. Чукун çул станци- йĕсенче, аэропортра, автовокзалсенче пулнă преступленисем пирки 56-36-17 номерпе пĕлтерме пултаратăр.

Сăмах май, эпир, çулсерен «Пассажир сехечĕ» информаци акцийĕ ирттеретпĕр. Çак кун транспорт полицийĕ тата чукун çул вокзалĕн ĕçченĕсем пассажирсен ыйтăвĕсене хуравлаççĕ, транспорт çинчи хăрушсăрлăх йĕркине ăнлантараççĕ, памяткăсем валеçеççĕ. Кун пек хутшăну полицие тата чукун çул ĕçченĕсене çул çÿ- рекенсен хăрушсăрлăхне, хăтлăхне тивĕçтерме, хăйсен ĕçне çак тĕллевсене тĕпе хурса йĕркелеме май парать.

Поделиться:
Распечатать