Калав
Çĕр каçа та канлĕ çывăраймарĕ Нина Петровна. Темиçе хутчен те вăрана-вăрана кайнăран ирхине ыратакан пуçпах тăма тиврĕ ăна. Упăшки пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнăранпа хăçан йĕркеллĕ çывăрнине те астумасть 52 çулхи хĕрарăм. Пĕр кĕтмен çĕртен вилсе выртрĕ Анатолий Геннадьевич. Икĕ уйăх каялла хаваслă кăмăлпах тухса кайрĕ ĕçе. Кăнтăрла иртни виçĕ сехетре хулари больницăран унăн упăшки чĕре чирне пула вилсе кайни çинчен шăнкăравласа пĕлтерчĕç. Ытла та хăрушă кĕтмен хыпар хĕрарăма калаçаймиех туса хучĕ. Ал-ура вăйĕсем пĕтнĕрен диван çумне тĕршĕнчĕ. Кăштахран çеç: «Хăш больницăран шăнкăравлатăр эсир? Ирхине йĕркеллехчĕ-çке, нимĕн ыратнине те каламарĕ»,— ĕненесшĕн пулмарĕ вăл. «Васкавлă пулăшу» машинипе илсе килчĕç ăна. Питĕ вăйлă инфаркт пулнăран тăна кĕмесĕрех вилсе кайрĕ. Кĕтетпĕр сире»,— илтĕн- чĕ хĕрарăм сасси. Кăшт вăхăт иртсен Лариса хĕрĕпе тата кĕрÿшĕпе больницăна çитрĕç. Усал хыпар чăн пулни палăрчĕ. Виççĕмĕш кунне ĕмĕрлĕ-хех сывпуллашрĕç унпа тăванĕсем.
Упăшки вилнĕренпе виççĕмĕш уйăх çине кайрĕ пулин те, унăн тумтирĕсем, докуменчĕсем патне алли çитеймерĕ-ха тăлăх арăмăн. Паянхи канмалли кунпа усă курса çак ĕçсемпе аппаланас терĕ. Чи малтанах чыса тăхăнмалли япалисене пĕр çĕре пуçтарса хучĕ. Хăшĕ-пĕри вĕр-çĕнех. Шифоньерта çакăнса тăракан курткисемпе пальтовĕсем те лайăхах. Ыран пурне те хулари ваттисен çуртне кайса парас терĕ. Пĕр куртка кĕсйинчен тупăннă çăра уççипе комод çинче ларакан сейфа уçрĕ. Унта упăшкин докуменчĕсем выртнине пĕлнĕ пулсан та нихăçан çак уçăпа усă курман. «Хĕрарăмăн укçа-тенкĕ, документаци енĕпе пĕлмесен те юрать. Ку арçын ĕçĕ»,— тенĕччĕ ăна мăшăрĕ пĕр çемьене чăмăртаннă хыççăн. Çак шухăш Нинăна килĕш-сех каймарĕ пулин те хирĕçлемерĕ ун чухне. Упăшкине 30 çул хушшинче пĕтĕмпех шанчĕ, ĕненчĕ.
Сейф тĕрлĕ хутсемпе тулса ларнă. Вĕсен хушшинчен икĕ перекет банкĕн кĕнекине тупрĕ. Пĕринче 2 миллион тенкĕ укçа пухăннă. Тепринче — 500 пин тенкĕ юлнă. Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче ку кĕнекерен 2 миллион та 500 тенкĕ илни паллă. Вунпилĕк çул каялла упăшки хуларан инçех мар çĕр участокĕ туянасси пирки пĕлтернĕччĕ. «Хула шавĕ веçех йăлăхтарса çитерчĕ мана. Канмалли кунсенче уçă сывлăшпа сывлас, çутçанталăк илемĕпе киленес килет. Вăл вырăн пĕр манăн çеç пулать, сире унта çÿреме чаратăп. Шăв-шавпа канасси пирки шутлама та çук»,— тенĕччĕ мăшăрĕ. Тольăн шухăшĕ Нинăн кăмăлне каймарĕ пулин те яланхи пекех хирĕçлемерĕ, килĕшсе пуçне сĕлтрĕ çеç.
Дача вырăнĕ туянсан инçех мар пĕве пурри çинчен пĕлтернĕччĕ вăл. Дачăри çурт, пысăках мар, кивĕ тенĕ-ччĕ. Пулă тытма меллĕ иккен унта. Çак пурлăха вĕсем иккĕшĕ пухса пынă укçа-тенкĕпе туяннăччĕ. Çĕр хучĕ те çак сейфрах выртассăн туйăнчĕ ăна. Шырасан-шырасан чăнах та тупăнчĕ. Адресне те кăтартнă: Николаевка ялĕ, Некрасов урамĕ, 57-мĕш çурт. Хăйсем пурăнакан хуларан пĕр сехет каймалăх çеç.
Ыран хĕрĕпе кĕрÿшĕ килме пулнăччĕ. Ашшĕ вилнĕ хыççăн кашни эрнерех амăшĕ патне килме вăхăт тупаççĕ вĕсем. Çывăх çыннин хуйхине кăштах та пулин çăмăллатасшăн ĕнтĕ. Çавăн чухне участок пирки вĕсемпе калаçса пăхас терĕ Нина Петровна. «Тен, икĕ миллион та пилĕк- çĕр пин тенкине Ларисăсене илсе панă пулĕ»,— текен шухăш та çуралчĕ пуçĕнче. Çамрăксем машина туянма укçа пухнине пĕлнĕрен.
«Паянлăха çитĕ-ха, ытти хучĕсене каярах та пăхма пулĕ. Ачасем киличчен салатсем хатĕрлемелле»,— тесе сейфа хупса хучĕ...
Çывăрма выртсан та ыйхă килмерĕ унăн. 2 миллион та 500 пин тенкĕ мĕн тума кирлĕ пулнă-ши Тольăна?
«Мĕншĕн вăл мана кун çинчен нимĕн те пĕлтермен. Ларисăна паман пулсан ăçта усă курнă çак укçа-тенкĕ-пе? Унта унăн укçи кăна мар, манăн та пулнă-çке. Чылай çул укçа-тенкĕ-не перекетлесе банка хурса пытăмăр. Пулас мăнуксем валли пухма калаçса татăлнăччĕ. Шаннă кайăк йăвара пулмарĕ»,— ассăн сывларĕ Нина Петровна.
Каллех ир енне çеç çывăрса кайрĕ вăл. Хĕвел самаях çÿле хăпарнăччĕ ĕнтĕ вăраннă çĕре. Йăпăр-япăр сиксе тăчĕ те ĕçе пуçăнчĕ.
Çĕр каçа хурса лартнă чуста та савăтран тухса тарас пекех. Чи малтан кукăльтен пуçлас терĕ ирхи ĕçе. Какайпа пĕçернĕ купăста кукăльне çав тери юратаççĕ кĕрÿшĕпе хĕрĕ.
... Часах пÿлĕме техĕмлĕ кукăль шăрши сарăлчĕ. Яшка пиçнĕ вăхăтра сĕтел хатĕрлеме пуçларĕ пăрчăкан пек хĕрарăм. Кăнтăрла тĕлне тĕрлĕ апат-çимĕçпе тулса та ларчĕ сĕтел.
Урамран машина кăшкăртни илтĕн- чĕ. «Манăннисем çитрĕç пулмалла»,— терĕ те ĕç тумне хывса ятуллă кĕпе тăхăнса ячĕ. Хăнасене курсан Нина Петровнан сăн-пичĕ çуталчĕ, иккĕшне те ытамне илчĕ.
Хальхинче такси тытса килнĕ иккен ачисем. Тунтикун каçхине çеç каяссине пĕлсен Нина Петровна паянах кирлĕ калаçăва пуçлас терĕ.
Апатланнă хыççăн çамрăксем телевизор пăхас терĕç. «Манăн сирĕнпе питĕ кирлĕ калаçу пур»,— тесен телевизора сÿнтерчĕç те амăшĕ çумнерех вырнаçрĕç.
— Толя хуларан инçех мар çĕр участокĕ илни çинчен пурте пĕлетпĕр. Нихăшĕ те унта пулса курман. Илнĕ чухнех пырса çÿремелле марри çинчен хытарсах каланăран пĕрре те ура ярса пусман унта. Çав дачăна сутас шухăш пур манăн. Сирĕн хăвăрăн дача пур, çулсеренех тухăçлă пахча çимĕç туса илетĕр. Мана кирлĕ мар вăл. Анчах сутиччен кайса пăхмалла. Адресĕ паллă. Автобус çÿрет çав яла. Кайса килме икĕ сехет кирлĕ. «Ыран кайса килетпĕр-и, ачамсем?» — ыйтрĕ Нина Петровна. «Пĕчĕккĕ чухне эпĕ те аттепе пулă тытма каясшăнччĕ, анчах вăл мана нихăçан та хăйĕнпе пĕрле илсе каймастчĕ. «Пулă тытасси хĕрупраç ĕçĕ мар, аннÿне пулăш,—тетчĕ яланах. — Анне, санăн шухăшна ырлатăп. Саша, эсĕ мĕншĕн чĕнмесĕр ларатăн?»— мăшăрĕ çине пăхса илчĕ Лариса. «Никама та кирлĕ мар пулсан сутсан лайăхрах пулĕ»,— терĕ упăшки. «Ыран ир кÿлĕм çитсе килĕпĕр эппин. Сутнă укçине сире паратăп. Мана ватлăхра ан пăрахăр çеç»,— куçне шăлчĕ амăшĕ. «Мĕн калаçатăн, аннеçĕм? Эсĕ пирĕн чи хакли, чи çывăххи, чи юратни»,— амăшне ыталаса илчĕ Лариса. «Тунтикун аçу япалисене ваттисен çуртне кайса паратпăр, çÿлти патшалăхра çÿретĕр вăл»,— тепĕр хыпар пĕлтерчĕ Нина Петровна. Вăл каланисемпе пурте килĕшрĕç те телевизор умне ларчĕç.
Мария ПЕТРОВСКАЯ—ПЕТРОВА