Мероприятисене малтанах палăртса канмалли кунсене усăллă ирттерме тăрăшаççĕ округри ялсенче пурăнакансем, çав шутра спортпа туслисем те.
Акă, Вăтаялĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавĕн кунĕ-сенче 50 çулхи тата аслăрах ветерансем хушшинче «Урожай-2025» мини-футбол турнирĕ иртнĕ. Унăн итогĕ-сем çакăн пек: 1-мĕш вырăнта — «Тюмерево—Бахтиарово», иккĕмĕшĕнче — «Буяново», виççĕмĕш вырăнта — «Янтиково» командăсем.
«Чи лайăх вылякансем» номинацире Сергей Алексеев («Тюмерево-Бахтиарово»), Аркадий Антонов («Турмыши»), Валерий Ильинпа («Буяново») Валерий Саперов («Янтиково») палăрнă.
Çакăн пек ăмăртусем çамрăксемшĕн те усăллă, аслисен ăсталăхĕнчен вĕренсе пыраççĕ-çке. Вăйă тăршшĕ-пех хавхалантарчĕç вĕсем ветерансене.
Пĕр 10 çул та иртрĕ пуль пирĕн районта 50 çултан аслăрах футболистсем хушшинче ăмăртусем ирттересси. Çак ырă йăлана Пуянкассисем пуçарнăччĕ. Çавăн пекех Тăвай, Тăрмăш футбол ветеранĕ-сем хутшăнатчĕç. Юлашки çулсенче Вăтаяль, Тĕмер футболисчĕсенчен тăракан команда вăй илчĕ. Çапла çуллен çуллахи уйăхсенче 4 хутчен пĕр-пĕрин патĕн- че тĕл пулса вылятпăр, çамрăк чухнехи тупăшусене аса илетпĕр. Командăсен йышĕн-че — яш чухне район чысне республикăри тĕрлĕрен футбол ăмăртăвĕ-сенче хÿтĕленисем. Вĕсенчен 70 çултан каçнисем — Валерий Саперов, Владимир Иванов, Вячеслав Сидоров, çав çула çывхараканнисенчен — Валерий Ильин, Павел Федоров, Александр Кириллов, Владимир Ильин, Владимир Саперов, Валерий Кузнецов, Григорий Гаврилов, Аркадий Антонов, Сергей Иванов тата ыттисем. Паян та вĕсем маттур выляççĕ, сывă пурнăç йĕркине тытса пыраççĕ. Пирĕн, «утмăлти» çамрăксен, вĕсен шайне çитме нумай тăрăшмалла-ха.
Шел пулин те юлашки çулсенче çамрăксем хушшинче футбол ăмăртăвĕсем сайра пулаççĕ, маттур футболистсем вара Тăвай тăрăхĕнче сахал мар. Çавăнпа та çамрăксем хушшинче те ветерансен форматне ĕçе кĕртсен аван пулмалла. Ял территори уйрăмĕ-сен пуçлăхĕсен те ку енĕпе ытларах тимлемелле. Ялти спорт лапамĕсене çумкурăк айне кĕртсе ярас марччĕ.
Сергей КИРИЛЛОВ,
Пуянкасси ялĕ