Округ администрацийĕ умĕнчи тĕп проспект çулĕ урлă больница еннелле тăтăшах каçма тивет. Кунта вара транспорт хатĕрĕ вĕл те вĕл вĕçет. Хăвăртлăха пăхăнмаççĕ хăшĕсем. Çăмăл машинăсен водительсем пассажирсене хисеплеми пулчĕç. Çул урлă уйрăм паллăпа уйăрнă çĕртен те çÿ- рекенсен умĕнченех правилăсене пăсса малалла вирхĕ- неççĕ. Сăнав камери çук-шим кунта? Явап тыттарасчĕ сĕмсĕр транспорт хуçисене.
Валентина ИВАНОВА,
Тăвай ялĕ