1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Сентябрь 2025 г.
19 сентября 2025 г. 14:58

Ялта ĕçлесе пурăнакансем валли

Чăваш Енре пурăнса ял хуçалăх отрас- лĕнче 30 çултан кая мар ĕçленĕ çынсем страхлав пенсийĕн пысăк виçине илме тивĕçлĕ. Регионта ăна 20 пин ытла пенсионер илсе тăрать.

Ăна тивĕçес тесен çак условисене пăхăнмалла:

— ватлăха е инвалидноçа тухнине пула паракан пенси илекен пулмалла;

— ял хуçалăхĕнче 30 çултан кая мар стаж пулмалла;

— ялта пурăнмалла;

— ĕçлемен пенсионер пулмалла.

Ял хуçалăхĕнче ĕçленипе хушма тÿ-леве тивĕçмеллисен йышне 500 ытла професси кĕртнĕ.

Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ертÿçи Валерий Николаев пĕлтернĕ тăрăх, ял стажĕшĕн пысăк тÿлев тивĕçесси ватлăха е инвалидноçа пула паракан фиксациленĕ тÿлевĕн 25 проценчĕпе танлашать, ăна çулсеренех индексацилеççĕ.

Хушма тÿлеве заявление кура палăртаççĕ, ял хуçалăхĕнче 30 çул ĕçленĕ пирки социаллă фондра информаци пулсан вара 2026 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа — заявленисĕрех.

Поделиться:
Распечатать