1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 19 Сентябрь 2025 г.
19 сентября 2025 г. 15:01

Ырăпа усала уйăрма вĕренер

Тĕнчене терактсем кисретеççĕ, экстремизм вăй илсе пырать. Шел те, усал пулăм Раççее те тÿрремĕнех пырса тивет. Экстремизм идеологийĕ çамрăксен хушшинче тымар яма ăнтăлни те куçкĕрет.

Радикализмăн пĕр тĕсĕ пулнă май экстремизм Раççейшĕн чăннипех те пысăк хăрушлăх. Çыхăнăвăн çĕнĕ йышши мелĕсем, çав шутра Интернет, çамрăксен ушкăнĕсене хăвăрт пухма, киревсĕр ĕçсем тума май параççĕ. Тĕрлĕ йĕркесĕрлĕхе явăçтаракан йышра шăпах 15-18 çулсенчи çамрăксем ытларах. Экстремизма çынсене «эпир тата вĕсем» принципа тĕпе хурса пайлани никĕслет. Эпир — лайăххисем, вĕсем — япăххисем, апла тăк вĕсене хĕстермелле, тĕп тумалла. Тĕрлĕ наци, тĕн çыннисене киревсĕр çак шухăшлава тĕпе хурса уйăрни хирĕçÿ çуратать.

Чăваш Енре экстремизм идеологийĕ вăй илнĕ тееймĕн.

Çапах та асăрхануллă та тимлĕ пулни кирек хăçан та кирлĕ. Республикăра — 30 ытла наци-культура пĕрлешĕвĕ. Çамрăксене илес пулсан — чикĕ леш енчен вĕренме килнисемех сахал мар.

Поделиться:
Распечатать