1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Сентябрь 2025 г.
26 сентября 2025 г. 9:46

Ачасен чи юратнă пĕлÿ тата аталану

2024 çулта Тăвайри тĕп библиотекăна çĕнетнĕ хыççăн вăл тĕрлĕ çĕнĕ йышши оборудованипе пуянланчĕ. Вĕсенчен пĕри «Алма Финанс пĕлÿлĕхĕ» (Интерактивный стол «Алма Финансовая грамотность») сенсор сĕтелĕ.

Ку оборудование компьютер тата ятарлă программа вырнаçтарнă. Вăл укçа-тенкĕ- пе çемье бюджечĕн темипе кирлĕ пĕлÿ илме май парать. Программăна ятарласа тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем валли 4 блока пайланă. Çавна пула ку сĕтел çинче чи пĕчĕккисем те, аслăрах ачасем те хăйсен пĕлĕвĕпе пултарулăхне аталантарма пултараççĕ. Çĕнĕ программа 100 ытла аналитика тата пултарулăх задачинчен тăрать. Кашни блокра тĕрлĕ темăпа кăсăклă заданисем, викторинăсем, кроссвордсем, тупмалли юмахсем пур.

Татьяна МАНИШЕВА, библиотекарь

Поделиться:
Распечатать