• Ăс-тăна лайăхлатма тĕрлĕ йышши белокпа пуян апат-çимĕç пулăшать. Аш-какайра, сĕт-турăхра, çăмартапа пулăра пуç мимине кирлĕ япаласем пур: фосфор, таурин, лецитин, витаминсемпе микроэлементсем. Кишĕр (уйрăмах пăшăхлани), аçтăрхан мăйăрĕ, банан çийĕр.
• Шыв ытларах ĕçĕр. Кашни кунах 1,5-2 л шыв ĕçекен çынсен астăвăмĕ 3-4 стакан чейпе е кофĕпе çырлахакансенчен лайăхрах.
• Кун пек чухне сиплĕ курăксем те аван пулăшаççĕ. Вĕрекен 1 стакан шыва 1 апат кашăкĕ хыр кăчки ямалла, вăйсăр çулăм çинче 10 минут тытмалла, сивĕтмелле, сăрăхтармалла. Ăна кашни кун икĕ-виçĕ хут апат хыççăн 2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле.
• Чи кирли — ăс-тăна лайăхлатма пуçа ĕçлеттерни: сканворд тупсăмне шырăр, сăвă-юрă вĕренĕр, шахматла выльăр, ют чĕлхе вĕренĕр.
(Халăх медицинин меслечĕ-семпе сипленме пуçличчен
тухтăрпа канашлама ан манăр!)