Наци кросĕ — «Раççей спорчĕ» патшалăх программин картинче иртекен массăллă спорт мероприятийĕ пулса тăрать, халăх хушшинче спорта тата сывă пурнăç йĕркине сарма, ытларах та ытларах çынна физкультура занятийĕсене явăçтарма пулăшать.
Хальхинче те Тăвай округĕн-че пурăнакансем «Наци кросĕ-2025» чупăва чылайăн хутшăннă, хăйсен ÿсĕм категорийĕнче лайăх кăтартусем тунă, çĕкленÿл- лĕ кăмăл-туйăмпа савăнтарнă. Чупура уйрăмах палăрнисене призсемпе, медальсемпе тата дипломсемпе чысланă. Мероприятие Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине тата çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкне халалланă.
Пысăк кăтартусемпе палăрнисем хушшинче Тăвайри ача сачĕсене çÿрекенсем те, округри шкулсенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем те, ыттисем те – аслă ÿсĕмри çынсем таранах. Сăмахран, 50—59 çулсенчи арçынсем хушшинче Николай Сормов (Тăвай территори уйрăмĕ) пĕрремĕш, Павел Романов (Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкул) иккĕмĕш, 55—59 çулсенчи хĕрарăмсем хушшинче Марина Сорокина (Тăвайри вăтам шкул) пĕрремĕш, Валентина Лаврова (Мучар территори уйрăмĕ) иккĕмĕш, 60 çул тата унран аслăрах арçынсем хушшинче Юрий Андреев (Тăвай территори уйрăмĕ) пĕрремĕш тата Александр Кириллов (Тăвай территори уйрăмĕ) иккĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Çакна та палăртнă: чупура чи çамрăкки Мирослава Александрова (Тăвайри 2-мĕш номерлĕ ача сачĕ), чи опытли Валентина Лаврова (Мучар территори уйрăмĕ) пулнă.
Галина ЕГОРОВА