1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Сентябрь 2025 г.
26 сентября 2025 г. 9:23

Çур ĕмĕр воспитательте

Воспитательсен кунĕпе пĕрле Тăвайри «Асамат кĕперĕ» ача садĕнчи Галина Михайлова çак сăваплă ĕçпе кун-çулне çыхăнтарнăранпа 50 çул çитнине паллă тăвать.

1975 çулта Канашри педучилищĕ-рен ăнăçлă вĕренсе тухнă хĕр ĕç биографине Шупашкар хулинче пуçланă. Тепĕр 4 çултан, çемье çавăрнă хыççăн, Галина Николаевна Тăвай ене таврăннă, тин çеç уçăлнă 2-мĕш ача садĕнче воспитатель-методист пулса юратнă ĕçне малалла тăснă. 1986 çулта çамрăк специалиста СХТри ясли-сад заведующийĕ пулма шанаççĕ. 26 çул ертÿçĕ тилхепине çирĕппĕн те ĕçе çĕнĕлĕхсем кĕртсе тытса пынă, коллективпа пĕр чĕлхе тупса ĕçленĕ. Çакна çав вăхăталла садикре пĕрле тăрăшнă ĕçтешĕ-сем те кăмăлтан палăртаççĕ, тав сăмахĕ калаççĕ. Халĕ вара вунă çул ĕнтĕ «Асамат кĕперĕ» ача садне çÿрекенсене тивĕçлĕ воспитани парассишĕн чун-чĕре хĕлхемне парать Галина Николаевна.

Воспитатель пуласси те Турă панă талант, тесе каланă пулăттăм. Ача малашне мĕнле пуласси унăн ĕçĕнчен те питĕ нумай килет-çке. Ĕçе чунтан парăнмасан 50 çул педагогика ĕçĕнче тăрăшаймăн.

-Чăнах та, ача сачĕ маншăн иккĕмĕш кил. Ашшĕ-амăшĕ çумĕнчен хăпса тухнăскерсемшĕн вара хăйне евĕрлĕ кăсăклă тĕнче. Кашни кун вĕсен пурнăçне çĕнĕлĕх кĕртмелле. Кунта тунсăхлама вăхăт çук, кашни самант усăллă ирттĕр тесе вăй-хала паратăн. Пĕрлех чупатăн- вылятăн вĕсемпе. Ачасем те тĕрлĕрен, кашнин патне чун уççи тупма пĕлмелле, вĕçĕм шыравра пулмалла, пурнăçпа тан утмалла,- хавхаланса чунне уçса калаçрĕ Г.Н.Михайлова воспитательница.

Ĕçленине кура - çимĕçĕ те тулăх. Унăн вĕренекенĕсем ăмăрту-конкурссенче палăрнă.

Воспитателĕн чыслав пухмачĕн-че тĕрлĕ шайри наградăсем - Раççей Федерацийĕн вĕ-рентÿпе ăслăлăх министерствин, Тăвай администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн Хисеп грамотисем, «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ят. Чи пысăк хаклав вара уншăн ачасен юратăвĕ, çăмăл мар та пархатарлă ĕçшĕн ашшĕ-амăшĕн хисепĕ. Галина Николаевна - округри чи пысăк стажлă, опытлă воспитательница.

- Ачасемпе ĕçленĕрен хамăн ÿсĕме туймастăп. Çамрăк ăрăва чăн-чăн патриотсем пулма хавхалантарасси çине ытларах тимлĕх уйăрма пуçларăмăр. Пирĕн ача садĕнче чăннипех хăйсен ĕçне парăннă, хастар воспитательсем вăй хураççĕ. «Йăлтах ачасем валли» - чĕнÿпе тĕрлĕ ĕçре хăйсен тивĕçне яваплăн пурнăçлакан ытти ĕçченсене те уявпа саламласа ăнăçу, ырлăх-сывлăх сунатăп,- терĕ юлашкинчен Галина Михайлова.

Раиса ШУМОВА

Поделиться:
Распечатать