Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов пурăнмалли хăтлă çурт-йĕр туянма Светлана Козлована сертификат панă.
Çак документ ăна хăй кăмăлĕпе Чăваш республикин кирек хăш территорийĕнче те çурт-йĕр туянма ирĕк парать. Çак тĕслĕх те «Тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿт-тисĕр юлнă ачасене социаллă пулăшу парас енĕпе хушма гарантисем çинчен» федераци саккунне пурнăçа кĕртнĕ май пулса пынине кăтартать.