Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе 2025 çулта Тăвай муниципалитет округĕн бюджетне «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕ шайĕнче «Хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелесси» программăна пурнăçлама хушма субсиди уйăрнă.
Çакăн çинчен округ пуçлăхĕ Олег Ломоносов телеграм каналĕнче пĕлтернĕ. Çак укçа-тенкĕ-не Зоя Космодемьянская палăкĕ таврашĕнчи территорие хăтлăх кÿмелли иккĕмĕш тапхăрти ĕçсене тума ярĕç.
Кăçалхи çуркунне эпир 2026 çулта пурнăçа кĕртме палăртнă çак вырăна тирпей-илем кĕртессине малалла тăсассишĕн сасăланăччĕ. Республика Правительстви пулăшнипе эпир ĕçсене халех пуçăнма пултартăмăр, тенĕ Олег Анатольевич.
Подряд организацийĕ — пĕрремĕш тапхăрта ăнăçлă ĕçленĕ «Энергия» ООО. Проекта пурнăçлама 5 млн тенкĕ уйăрнă. Кăçалхи планра: демонтаж ĕçĕсем; çуран çÿремелли çĕнĕ тротуарсемпе брусчаткăран тунă çулсене, çавăн пекех кану паркне кĕмелли алăкран пуçласа ачасемпе çамрăксен центрĕн çурчĕ таран тĕп сукмаксене йĕркелесси; кану площадкине саксемпе урнăсем, çутă установкисем вырнаçтарасси. Халĕ кунта хĕрÿ ĕç пырать.
Раиса ШУМОВА