1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Сентябрь 2025 г.
26 сентября 2025 г. 9:37

Киревсĕрлĕх ан пултăр

 

Коррупци тĕнче экономикине мĕн чухлĕ çухату кÿнине чухлама йывăр мар. Хăрушăраххи — халăх влаçа шанма пăрахни. Нихăш çĕршывра та коррупцирен сыхланмалли иммунитет çук.

Преступленисен шутĕнче взяткăпа çыхăннисем чылай (УК 290 статйипе: взятка пани), (УК 291 статьяпа: взятка илни), (УК 291.2 статьяпа вак-тĕвек взятка) хаклаканнисем тата ытти те. Çавăн пекех взятка пама-илме пулăшни, должноç полномочийĕсен картинчен тухни, службăри ултавпа çыхăннă преступленисем чылай пăшăрхантараççĕ.

Коррупцирен асăрханас тĕллевпе саккун чиновниксен тăкакĕсене декларацилессине палăртать. Енчен те отчетлă çулталăкра чиновнике е унăн çемйин членĕн шучĕ çине куçнă укçа виçи вĕсен 3 çулти тупăшĕнчен пысăкрах пулсан — çакăн саккунлăхне, укçана кам тата мĕнле сăлтавпа куçарнине çирĕп-летмелле.

Поделиться:
Распечатать