1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Сентябрь 2025 г.
26 сентября 2025 г. 9:40

Кукурузăран — сĕтеклĕ апат

 

Кукуруза силосĕ сĕтеклĕ апатсен шутне кĕрет. Юлашки çулсенче кукурузăна выльăх апачлĕх чылай лаптăкра акса тума тытăнчĕç.

«Акконд-агро фирма» акционерлă обществăн вăл хăйĕнех 300 гектар таран. Сергей Илларионов хресчен-фермер хуçалăхĕн те нумаййисен шутĕнче. «Кукуруза парать усă» тесе шăрантаратчĕç вĕт ĕлĕкрех юррине те. Çапах та пĕр вăхăт сахал акма тытăннă хыççăн пысăк хуçалăхсем каллех ун çине пусăм тума тытăнчĕç. Ял ĕçченĕсем хăйсемех пĕлеççĕ хăш апат выльăхсене ытларах кăмăла кайнине, хăшĕнпе сĕт ытларах антарнине. Округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнче каланă тăрăх, Валерий Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕ 144 гектар çинчи кукурузăна силослăх хывса пĕтернĕ. Кал-кал ĕçленĕ ку енĕпе. Халĕ кармалсен траншейăра 3500 тонна силос упранать. Хальхи вăхăтра «Акконд-агро фирма» тăрăшсах силос хывать. Виççĕр гектар çинчи кукурузăран çуррине ытла ĕçе кĕртнĕ ĕнтĕ. Тушкилти Сергей Илларионов хуçалăхĕ те вырса пухнă сĕтеклĕ культурăна. 201 гектар çинчен 5025 тонна паха силос хывнă. Çулçисем сарăхса сĕткенне çухатиччен ĕлкĕр-мелле ĕнтĕ кукурузăна силослăх хывма, выльăх тени юратса çитĕр ăна, хăйшĕн те, продукцишĕн те усса кайтăр. Çавăнпа чутейсемпе киччĕсем те асăннă культурăна вăраха ямасăр пухса кĕртессе шанма пулать. Киччĕсен, «Кубнинский» агрофирмăн, хăйĕн кăна 50 гектар çинче çитĕн- нĕ вăл.

Иван ГЛАДКОВ

Поделиться:
Распечатать