Тăвай ялĕнче шыва тасатакан сооружени тунă хыççăн унчченхи шывпа тивĕçтерекен башньăсем çывăхĕнчи кÿлĕ патĕн-че экологи ыйтăвĕсемшĕн яваплă çынсем пулса курман тăр.
Тинтерех кăна кăвакалсем кÿлĕ хĕррисенчи вăрттăн вырăнта чĕпĕсем кăларатчĕç. Кĕр мăнтăрĕпе сунарçăсем куç хыватчĕç вĕсене. Кăçал шыв тĕсĕ улшăнни тĕлĕнтерчĕ. Сип-симĕс марччĕ-и-ха пĕлтĕрсенче? Самантрах хĕрлĕ тĕс çапнă. Унăн тĕслĕхне лабораторире тĕрĕслесе пăхсан аванччĕ. Тен, хуçалăхра усă куракан канализацири мăшкăлтăк шывне кунта килсе тăкаççĕ? Кÿлĕсенчи шыв пахалăхĕ стандарта тивĕçтересси-шĕн тăрăшма вăхăт мар-ши? Çăлкуçсене «шефа» илнĕ пек кÿлĕсенчи шыва та санитари нормисене пăхнă кăтартăва çитересси малашлăхри тĕллевсен-чен пĕри пултăрччĕ.
Раиса
ШУМОВА