Ĕнер Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ Ирина Семенова ертсе пынипе наркотикпе кĕрешекен комисси ларăвĕ иртнĕ, унта виçĕ тĕп ыйтăва пăхса тухнă.
Наркотиклĕ ÿсен-тăранăн саккунсăр çаврăнăшне тата вĕсене акса туса илессине ум пÿлес ыйтупа Б.С.Борисов сăмах илнĕ. Чутейри тата Тушкилти вăтам шкулсенче иртнĕ вĕренÿ çулĕнче наркотиклă хатĕрсемпе тата психотроплă япаласемпе усă курасран тата вĕсене сарасран сыхланса профилактика ĕçне епле туса пыни çинчен А.В.Гурина тата Е.С.Емельянова каласа панă. Вĕренÿ организацийĕсен ер-тÿçисене шкулсенче вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшне е вĕсен саккунлă представителĕ- сене ку енĕпе право пĕлĕвне ÿстерме пулăшакан мероприятисем ирттерме, çамрăксем хушшинче патриотла воспитани паракан тата сывă пурнăç йĕркине пропагандăлакан проектсене пурнăçа кĕртме, çул çитмен çамрăксем психотроплă япаласемпе усă курассипе сĕмлĕ çемьесене тимлĕхре тытма, унашкал çамрăксемпе тăтăшах хутшăнусем, канусем йĕркелеме сĕннĕ.
Наркотикпа кĕрешекен комисси йышăнăвĕсем мĕнле пурнăçа кĕнине те тишкернĕ, пăхса тухнă. Ларăва район прокурорĕ О.В.Васильев та хутшăннă.