Ялта пурăнакансен килти хушма хуçалăхĕн- че пуян панулми сорчĕсем сахал мар. Вĕсемпе ял çынни уйрăмах хĕл кунĕсенче тулăххăн усă курма тăрăшать: çавна валли типĕтет, варени-компот хатĕрлет е панулмине хĕл каçма нÿхрепе управа хурать. Çак ĕçсен кашнийĕнех ырă енĕсем пур, анчах вĕсем сад хуçинчен пурте хăйне евĕр тимлĕх ыйтаççĕ.
Ăнса пулнă панулмине хĕл каçарма управа хурасси пĕртте çăмăл мар. Çакна хатĕрленни, управ мелне сорта кура суйласа илни, çак ĕçе вăхăтра туса ирттерни сире сивĕ хĕл кунĕсенче те хăвăр сад-пахчари çимĕçпе савăнса пурăнма май парать. Управа тĕрĕс хунă панулми хĕл кунĕсенче сĕтел çине илемлетет тата кил хуçин сывлăхне те ырă витĕм кÿрет. Çавăнпа ял çынни ăна ăнса пулнă çулсенче управа ытлă-çитлĕ хума тăрăшать.
Управа хатĕрленесси
Панулмине нумай вăхăт упрасси ăна пуçтарнă вăхăтранах пуçланать. Тĕп услови — çирĕп панулмисене çеç управа хурасси, аманнă е чирлĕ çимĕçсем хăвăрт пăсăлаççĕ тата пĕрле управа хунисене те чирлеттереççĕ, таса-сывă упранма памаççĕ. Панулмине нумай вăхăта упрама хурас тесен кил хуçин çак йĕркесене çирĕп пăхăнмалла:
пĕрремĕшĕ — панулмине типĕ те уяр çанталăкра пуçтармалла, çумĕнчи аврине хăварсан вăл çимĕçе бактерисем кĕресрен сыхлать;
иккĕмĕшĕ — панулми пуçтарнă чухне улмуççине ан силлĕр, çÿл- тен ÿкекен панулми туратсене е çĕр çине лексен аманать те унăн управ вăхăчĕ кĕскелет;
виççĕмĕшĕ – управа хуриччен панулмисене ан çăвăр! Çутçанталăк панă ăвăс çи панулмишĕн хăйне евĕр хÿтлĕх. Пĕчĕк вараланчăк вырăнне асăрхасан ăна çийĕнчех типĕ мучалапа сăтăрса илĕр.
Сортлассин тапхăрĕсем
1. Карантин. Татса пухнă панулмисене çийĕнчех сивĕ пÿлĕ-ме 7-10 кунлăха вырнаçтарăр — çак вăхăтра панулмин унччен палăрман дефекчĕсем куç умне тухаççĕ. Вĕсене суйласа илме пулать.
2. Суйласа илесси. Аманни палăрнă, чир паллисем е çĕрме пуçлани куç умне тухнă панулмисене çийĕнчех суйласа илĕр.
3. Калăпăшĕпе сортласси. Шултра, вăтам виçеллĕ тата вĕтĕ панулмисене управа уйрăммăн хурăр, мĕншĕн тесен вĕсем кăларакан этилен виçи пĕр пек мар.
4. Сортсемпе уйăрасси. Тĕрлĕ вăхăтра пиçсе çитекен панулмисене уйрăммăн упрани вырăнлăрах тата усăллăрах пулнине шута илĕр.
Управ условийĕсем
Хĕлле те сĕтел çине панулми кăларса лартас текенĕн çак çимĕçĕн условийĕсене çирĕп пăхăнмалла. Кунта панулми упраннă çĕрти сывлăш температури, нÿрĕклĕх тата вĕсем ытти çимĕçсенчен уйрăлса тăни пĕлтерĕшлĕ пулнине асра тытăр.
Панулми пуçтарса кĕртнĕ хыççăн та «сывлама», этилен кăларма чарăнмасть. Çак процесс хăвăртлăхне чакарасси — çимĕçсене управа хураканăн тĕллевĕ.
Кунта кил хуçин, тĕпрен илсен, çак параметрсене пăхăнмалла:
1. Сывлăш температури. Панулми упрамалли чи лайăх диапазон —0 градусран пуçласа 4 градус ăшă таран. Вăл пысăкрах пулсан çимĕçсем хăвăрт пулса çитеççĕ, пĕчĕкрех температурăра — шăнса пăсăлаççĕ.
2. Пÿлĕмри нÿ- рĕклĕх. Пÿлĕмри сывлăш нÿрĕк-лĕхĕ 85-95 процент пулни уйрăмах лайăх шутланать, мĕншĕн тесен нÿрĕк çитмесен панулми типет, пысăкрах пулсан — çĕрĕк аталанма пуçлать.
3. Пÿлĕм тĕттĕм пулни тата лайăх вентиляци. Çутă сахал пулни панулмине ватăлма памасть, сывлăш тăтăш куçни этилен пухăнассинчен сыхлать.
4. Управри кÿршĕсем. Панулмине çĕр улмипе (крахмал тути çапса лартать) тата этилена ытларах туякан пахча çимĕçпе (кишĕр, пăрăç) кÿршĕллĕ ан упрăр. Унăн кÿршинче груша тата кăшман пулни ытлашши мар.
Управ мелĕсем
Вĕсем нумай чухне сирĕн алă айĕнчи хатĕрсемпе тата пахчари панулми тухăçĕпе çыхăннă.
1. Хутпа чĕркени. Управăн ку мелне суйласа илсен кашни панулмине таса та типĕ хутпа чĕркемелле. Ку вăл вĕсем пĕр-пĕринпе перĕнсе тăрассинчен тата çĕрĕк чирĕ сарăлассинчен сыхлать.
2. Сарса хуни. Панулмисене ещĕке сийĕн-сийĕн хураççĕ те вĕсене пĕр-пĕринчен уйăракан хатĕрпе лартаççĕ: хыр-чăрăш йывăççисен пăчкă кĕрпипе, типĕ хăйăрпа, сухан хуппипе.
3. Полиэтилен пакетсемпе усă курни. Тĕллĕн-тĕллĕн шăтарнă полиэтилен пакетсене 2-3-шер килограмм пĕр сортлă панулми хумалла. Кун пек чухне пакетсенче çĕрĕке чаракан микроклимат йĕркеленет.
Управ вырăнĕсем
1. Путвал е нÿхреп. Ку чи меллĕ управ варианчĕ шутланать. Панулми хунă ещĕксене путвалта е нÿхрепре ытти çимĕçсенчен уйрăмрах лартăр.
2. Балкон. Панулми упрама йывăçран е пенопластран ăшă тытакан контейнерсем хатĕрлĕр. Çанталăк 5 градусран сивĕрех пулнă чухне вĕсене утиялсемпе витĕр.
3. Холодильник. Кунта улма-çырлапа пахча çимĕçĕн пысăках мар партийĕсене упрама меллĕ. Вĕсене пахча çимĕç хумалли уйрăма пакетсемпе хурăр.
4. Шăнтни. Пĕчĕккĕн туранă панулмине холодильнике шăнтма хурăр. Вĕсем хĕлле компот, десерт вĕретме, кукăль пĕçерме меллĕ пулĕç.
5. Типĕтни. Вĕттĕн туранă панулмине 65 градус ăшăра типĕт-мелле те пир сумкăсенче е кантăк савăтра упрамалла.
Управ вăхăтĕнчи
канашсем
Управа хунă пахча çимĕçе 2-3 эрнере пĕрре пăхсах тăрăр. Пăсăлма пуçланă çимĕçсене вăхăтра кăларса пăрахăр.
Улма-çырлара витаминсене ытларах упраса хăварас тетĕр пулсан, çимĕçсене нÿхрепре упрăр е шăнтса хурăр.
Ан манăр, С витамин пысăк температурăра арканать, çавăнпа та пахча çимĕçе е улма-çырлана шеллекен режимра типĕтĕр.
Çÿлерех асăннă йĕркесене пăхăнсан çеç эсир пахча çимĕçпе улма-çырлана çитес çуркуннечченех упраса усрама пултаратăр.
«Взгляд» хаçатран