Тĕмер ялĕнчи сумлă ветерана, тыл ĕçченне Иван Краснова 95 çул тултарнă ятпа саламланă.
Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов Раççей Президенчĕн Тав хутне вуласа панă. «Çакă ăшă салам сăмахĕсем Иван Прокопьевичăн пархатарлă пурнăç çулне тата ĕçри çитĕнĕвĕсене пысăка хурса хаклани вырăнĕн-чех»,— тенĕ вăл кăмăлтан ырă сунса.
Ялти культура çурчĕ çумĕн- чи çепĕç чунлă та хитре саслă артистсем те пушă алăпа килмен. Пĕчĕк концертра Иван Прокопьевич кăмăлланă илемлĕ юрăсене шăрантарнă.
Территори уйрăмĕн ертÿçи Геннадий Иванов, Светлана Ярхунова специалист унăн ĕç биографийĕ ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлнине, кирек мĕнле ĕçе те чунне парăнса тунине палăртнă. Мăшăрĕпе 6 ача пăхса çитĕн- тернĕ вĕсем. Паян асатте-кукаçи мăнукĕсемпе, кĕçĕн мăнукĕсен ачисемпе савăнать. «Вĕсем пурри — пысăк телей, хавхалану»,— тет ăшă кăмăлтан.
Ялта Красновсен йăхĕ тахçантанпах стройка ĕçĕнчи ăсталăхĕпе палăрса тăрать. Иван Прокопьевич хăй те чылай çынна пулăшнă, колхозри ĕçсенче хастарлăх кăтартса нумай медале, Хисеп хучĕсене тивĕç пулнă. Унăн шăллĕ Егор Прокопьевич çав кун 85 çул тултарчĕ. Столяр мастерскойĕнче, строительсен бригадинче ĕçленĕ. Ачисене те вĕсем ал ĕçне хăнăхтарнă. Чăннипех те мухтавлă пурнăç çулĕллĕ Тĕмерти Красновсем.
Иван Прокопьевича, хисеплĕ юбиляра, кÿршисем, тăванĕсем, хăнасем ырă та вăрăм кун-çул, паянхи маттурлăха çухатмасăр пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утма суннă.
Раиса ШУМОВА