1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Сентябрь 2025 г.
26 сентября 2025 г. 9:50

Пĕлме

• Япалана алăпа çунă чухне порошокран кăпăк нумай тухать. Унран хăпма чĕптĕм тăвар хушмалла.

• Машинăпа çунă чухне порошока барабана, япала çине тăкмалла. Кун пек тусан перекетлĕ, лайăх чÿхенет.

• Хĕл хыççăн çутă пушмак палăрмаллах тĕксĕм-ленет. Вараланнă вырăнта апат содипе сăтăрмалла. Унтан шăлса тасатмалла.

• Яшка пиçсен çулăма сÿнтермелле, вĕттĕн туранă ешĕл çимĕç, çĕçĕ вĕçĕпе апат соди хушмалла, пăтратмалла. Кун пек тусан ешĕл çимĕçĕн тĕсĕ улшăнмасть, симĕсех юлать. Апат соди кăштах хушни яшка тутине улăштармасть.

Поделиться:
Распечатать