• 2024 çул кăтартăвĕсем тăрăх, Раççейĕн 41 субъектĕнче ача çуратассин пĕтĕмĕшле коэффициенчĕ çĕршыври вăтам шайран пĕчĕкрех пулнă. 2025 çултан тытăнса регионсен ача çуратассине ÿстермелли программисене туса хатĕрлеме 75 миллиард тенкĕ уйăраççĕ. Çак майпа Чăваш Республики çитес виçĕ çулта 780 миллион тенкĕ ытла илĕ.
• Ял хуçалăх министерстви хушма хуçалăх тытакан, ятарлă «Професси тупăшĕнчен илекен налук» налук тытăмĕпе усă куракан граждансене пулăшмалли субсиди тивмешкĕн суйласа илесси пуçланни çинчен пĕлтернĕ. Çакăн валли заявкăсене сентябрĕн 21-мĕшĕнчен тытăнса октябрĕн 6-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Пулăшăва çынсем хăйсем туса илсе сутнă çĕрулми, пахчаçимĕç, пыл, сĕт калăпăшне, ашлăх сурăх тата качакан чĕрĕ виçине кура илĕç.
• 2025 çулхи сакăр уйăхра 1101 çемьене валли республикăн амăшĕн (çемье) капиталĕн укçине 128,9 миллион тенкĕ уйăрнă. Çак укçапа 603 çемье пурăнмалли çурт-йĕр условийĕ- сене лайăхлатнă, 322 çемье пĕр хут паракан 20 пин тенкĕлĕх тÿ- леве илнĕ, 157 çемье укçапа ачисене вĕрентме, 19 çемье автомобиль туянма усă курнă. Çак шута пирĕн Тăвай округĕн-чи çемьесем те кĕреççĕ.
• Элĕк тăрăхĕнчи Тавăт ялĕнчи ĕç ветеранĕн, 9 ача амăшĕн Татьяна Антонован 100 çулхи юбилейне паллă тунă. Хисеплĕ ветерана асăнмалăх парнесем тата Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламне панă. Татьяна Антоновна I степень Амăшĕн орденне тата тĕрлĕ медальсене тивĕçнĕ.
• Сентябрĕн 15-мĕшĕнчен Тăвай ялĕнче ял хуçалăх продукчĕ- сем сутмалли уйăхлăх старт илнĕ. «Кĕр парнисем» ярмăркка октябрĕн 13-мĕшĕччен тăсăлать. Суту-илÿ Тăвай ялĕнчи Ленин проспектĕнчи 18-мĕш çурт çывăхĕнче пырать, сутмалли вырăнпа тÿлевсĕр тивĕçтереççĕ. Ярмăрккăра хакĕ те пĕчĕкрех лавккаринчен. Унта вырăнти фермерсем, хушма хуçалăх тытакансем, харпăр тĕллĕн ĕçлекенсем туянакансене пахча çимĕç, çĕрулми, купăста, сĕт юр-варĕ, аш-пăшпа пулă, кĕрпесем, пыл тата ытти те сĕнеççĕ.
• Купăс сассипе ял та чĕрĕлет. Тăвай округĕнчи автоклуб, сăмахран, çулталăк пуçланнăранпа темиçе яла та çитнĕ. Çулла, тĕслĕхрен, Вăтаялĕнчи урамрах концерт лартнăччĕ автоклуб ĕçченĕсем, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕн кунĕсенче вара автоклуб артисчĕсене Нÿшкассинчи суйлав участокĕ çывăхĕнче ял çыннисене урамрах юрă-ташăпа савăнтарнине курнăччĕ.
Иван ГЛАДКОВ
хатĕрленĕ