Паян пĕтĕм планетăри çынсем питĕ нумай энергипе усă кураççĕ. Тĕрлĕ предприятире энерги çăлкуçĕ валли кăмрăк, газ, нефть кирлĕ. Çак çĕр айĕнчи пурлăха кăларасси экономика тĕлĕшĕнчен пысăк тăкаклă тата тавралăха сиен кÿрет. Çут çанталăка упрас тесен вĕсемпе усă курассине чакармалла. Перекетлĕн усă курса эпир тавралăха упратпăр, укçа-тенке перекетлетпĕр.
Чутей вулавăшĕпе культура çурчĕн ĕçченĕсем Пĕтĕм Раççейри энергие перекетлемелли тата экологи фестивалĕ шайĕнче 2-3-мĕш классенче вĕренекенсемпе «Пĕрле çутăрах! Пĕрле хаваслăрах!» вăйă программи ирттернĕ.
Малтанах ертсе пыракансем энерги мĕн иккенне, çынсен пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăннине, электричествăпа, шывпа тата ăшăпа перекетлĕ усă курмалли çинчен каласа панă.
Лампочкин профессорпа калаçнă май, ачасем электроприборсемпе тĕрĕс усă курмалли хăрушсăрлăх правилисене аса илнĕ, лампăсен тĕсĕсем çинчен пĕлнĕ.
Тематика вăййисене хутшăнса тупмалли юмахсен тупсăмĕсене пĕлсе, çут çанталăк ресурсĕсене перекетлес енĕпе хăйсен пĕлĕвне тĕрĕсленĕ, хальхи электроприборсем вырăнне ĕлĕк-авал мĕнле хатĕрсемпе усă курнине пĕлнĕ. «Пулăшуçă» ташша хаваспах пур кăмăлтан ташланă. «Асамлă çÿç» темăпа эксперимент ирттернĕ.
Çак мероприяти ачасене электричествăпа, электроприборсемпе тĕрĕс усă курма пĕлнине çирĕплетме пулăшнă. Пухăннисем юлашкинчен çапла пĕтĕмлетÿ тунă: çынсен электричество энергине, шыва перекетлемелле, унăн саппасĕ пирĕншĕн те, пулас ăрусемшĕн те çителĕклĕ пултăр.
Зинаида ИВАНОВА, Чутей ялĕ