Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаевăн «Чăваш Енре çап-çутă» проекчĕ- пе килĕшÿллĕн Тĕмерти клубра «Ват ăшши» кану каçĕ ирттертĕмĕр. Хăнасене пуян программа кĕтрĕ. Хаваслă конкурссем, юратнă юрăсем, ăшă салам сăмахĕсем. Залра ларакансенчен хăшĕ-пĕри хăйĕн номерĕпе те савăнтарчĕ.
Кану каçĕ туслă лару-тăрура иртрĕ. Çуллахи ĕç-хĕл- сене аса илнипе пĕрлех умри тĕллевсене сÿтсе яврăмăр, пĕр-пĕринпе чунтан калаçса килентĕмĕр.
Чăнах та, çакăн пек ăшă самантсем нумайлăха асра юлаççĕ, хавхалантараççĕ. «Малашне те йăлана кĕртесчĕ çакăн пек мероприятисене»,— тесе савăнăçлăн килĕсене саланчĕç харсăр хĕрарăмсем.