Тăвайри тĕп больницăра поликлиникăна юсаса çĕнетесси малалла пырать. Паянхи кун тĕлне унта çивиттине улăштарассине вĕçленĕ.
Хальхи вăхăтра инженери коммуникацийĕсене монтажлас тата çурт-йĕрти пÿлĕм- сенче шалти отделка ĕçĕсем пыраççĕ. Унта Тăвай округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов пулнă. Канашри ММЦ тĕп врачĕпе Рената Федоровапа тата подряд организацийĕн представителĕпе пĕрле вăл поликлиникăри пÿлĕм- сене пăхса çаврăннă тата паян-ыран тумалли ĕçсене сÿтсе явнă.
Аса илтеретпĕр, поликлиникăри юсава «Вăрăм та активлă ĕмĕр» наци проекчĕ-пе килĕшÿллĕн тăваççĕ, вăл пациентсемпе медперсонала хăтлă условисем туса парассипе тата медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстерессипе тÿрремĕнех çыхăннă.