1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Сентябрь 2025 г.
26 сентября 2025 г. 9:34

Пусă çаврăнăшне кĕртнĕ

Республикăра иртнĕ 5 çулта маларах усă курман ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 130 пин гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ.

ЧР Ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пушă выртакан çĕр лаптăкĕ тата 12399 гектар юлнă. Унăн пĕр пайне кăçал сухаласа акаççĕ. 2024 çулта 8173 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ.

Республика Правительстви пушă выртакан лаптăксене пусă çаврăнăшне кĕртмелли плана кăçал епле пурнăçланине тĕрĕслесех тăрать. 2025 çулта 12399 гектартан виççĕмĕш пайне сухаласа акма палăртнă. Çак тĕллеве республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çирĕплетнĕ. «Пирĕн тĕллев — акăнакан лаптăка анлăлатасси, тырă ытларах туса илесси, тухăçа ÿстересси, апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтересси»,— тенĕ вăл.

10—15 çул каялла республикăра ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ усă курман çĕрсен лаптăкĕ, хальхипе танлаштарсан, нумай хут пысăкрах пулнă. Ял хуçалăх министерствинчен хистенипе, муниципалитетсем тата хуçалăхсем тăрăшнипе вĕсен пысăк пайне сухаласа акнă. Иртнĕ 5 çулта вăл тата пĕчĕкленнĕ.

Поделиться:
Распечатать