Пилотсăр вĕçекен аппаратсем (БПЛА) атакăланине Чăваш Енре сăн тата видео ÿкерме, çавăн пекех интернет сечĕсене вырнаçтарма чарнă.
Кун пирки августăн 26-мĕшĕнче республикăн Оперативлă штабĕн ларăвĕн- че йышăну тунă. Раççей саккунĕпе килĕшÿллĕн палăртнă йĕркене пăхăнмасан уйрăм çынна — 1—3 пин, должноçри çынна — 10—50 пин, юридици сăпатне 100—200 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттереççĕ.