Çут çанталăк, экологи пĕлтерĕшне, ман шутпа, нумайăшĕ лайăх ăнланать. Вăл эпир ĕçекен шыв та, эпир пурăнакан тавралăх та, эпир сывлакан сывлăш та. Ахальтен каламаççĕ вĕт, тĕслĕхрен, вăрмана çĕр ÿп- ки тесе. Вăл пире таса сывлăшпа, кислородпа тивĕçтерет, начаррине хăй çине илет. Шăнкăр-шăнкăр çăлкуçсем таса та сиплĕ шывпа тивĕçтереççĕ. Тăрă кÿлле аннă шурă акăшсем тата мĕне тăраççĕ илемĕпе, ятулăхĕ-пе. Çаксем пурте чун канлĕхне тупма та пулăшаççĕ çынсене.
Чăваш Ен юлашки пилĕк çул хушшинче çĕршыври экологи тĕлĕшĕнчен ăнăçлă регионсенчен пĕри пулнине çирĕплетнĕ. Регион паян Раççейĕн экологи рейтингĕнче çиччĕмĕш вырăнта. Вăл хытă каяшсене пухса тирпейлессипе тата вăрман хуçалăхĕн тухăçлăхĕпе чи лайăх субъектсен шутне шанчăклăн кĕрсе пырать. Чăваш Ен вăрман хуçалăхĕ тĕлĕшпе виçĕ-тăватă çул каялли кăтартупах чи лайăххисен теçеткине кĕнĕ. укçа-тенкĕсĕр те пулмасть. Экологи ĕçĕ-хĕлне вăйлатса пыма федераци тата регион бюджечĕсенчен 6 миллиард тенкĕ уйăрнă.
Республикăн 2030 çулчченхи экологи хăрушсăрлăхĕн стратегийĕн никĕсĕнче инновациллĕ йышăнусене, тăван тавралăх пахалăхне лайăхлатмалли комплекслă ĕçсене пурнăçа кĕртесси, халăха пурăнма хăтлă условисем туса парасси тĕп вырăнта тăрать. Çакă вăл федерацин «Хупă ярăмлă экономика» проекчĕпе, «Экологи ырлăхĕ» наци про- екчĕпе, çавăн пекех «Симĕс экономика» проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçа кĕрсе пырать. Стратеги шайĕнче çут çанталăка сыхламалли вун-вун мероприяти туса ирттерме, çавăн пекех пысăк проектсем пурнăçлассине те палăртнă. Йăлари хытă каяшсене тирпейлес ĕçри инфратытăма çĕнетме çирĕп тĕллев лартнă. Чăваш Енре халех ĕнтĕ Канаш округĕнче çÿп-çапа сортлакан комплекс тунă. Хальхи вăхăтра çавăн пек комплекссене Муркаш тата Патăрьел округĕ-сенче те тăвас ĕçсем пыраççĕ. Вĕсем экологишĕн те, регион экономикишĕн пĕтĕмĕшле те нумай сроклăха пысăк усă кÿмелле.
Йывăç тирпейлемелли производство уçассине, унăн каяшĕ-семпе усă курассипе çыхăннă ĕçсем те палăртнă.
Çакăнсăр пуçне çут çанталăка сиен кÿрекен объектсене пĕтерес, гидротехника сооруженийĕсене юсас, шыв объекчĕсене тасатас, çырана, пĕвесене çирĕплетмелли хÿтĕ-лев ĕçĕсем пурнăçлас енĕпе те чылай проект пурнăçа кĕмелле. Тĕп тĕллевсен шутĕнче çавăн пекех — коммуналлă хытă каяшсене туллин сортлама тытăнасси, сывлăша варалакан сиенлĕ япаласем кăларассине чакарасси, хупă ярăмлă экономикăна ĕçе кĕртесси тата ытти те. Кÿлĕсене, юхан шывсемпе пĕвесен çулĕсене тасатас тĕлĕшпе те пысăк ĕçсем туса ирттермелле, çакă çынсен пурнăçне хăтлăрах та лайăхрах тума май парĕ. Тĕмер территори уйрăмне кĕрекен Вăтаяль çумĕнчи кÿлле тарăнлатса-тасатса йĕркеленине те, сăмахран, çавăн пек ĕçсен шутне кĕртме пулать. Унта тăрă та таса шыв тăрĕ малашне. Халăхшăн, тавралăхшăн тăрăшса тунă пархатарлă ĕç ку.
Иван ГЛАДКОВ