Ятарлă çар операцийĕнчен таврăннисем кăçалтан Раççей Социаллă фондне пăхăнакан реабилитаци центрĕсенче медицина реабилитацийĕ тата санаторипе курорт сиплевĕ тухма тытăннă.
Сиплев 21 куна тăсăлать, реабилитаци мĕн вăхăта пырасси вара суран кăткăслăхĕнчен килет. Ку пулăшупа усă курас тесен «Çар çапăçăвĕсен ветеранĕ» статус тата удостоверени пулмалла, çавăн пекех тĕрĕсленсе тăракан медучрежденирен сывлăх пирки справка илмелле.
СВОра Раççей Геройĕ е 1-мĕш ушкăн инваличĕ пулнă пулсан фондăн центрĕсенче черетсĕрех йышăнаççĕ. Сиплев вырăнне çÿремешкĕн ветеранăн çул çинчи тăкакĕсене саплаштарма пултараççĕ. Çакăн валли Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталĕ урлă, Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн клиент службине е МФЦна пырса заявлени памалла, ăна 2 кунра пăхса тухĕç.