1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Сентябрь 2025 г.
26 сентября 2025 г. 9:31

Транспорт хатĕрĕсемшĕн меллĕ

Кăçал Тăвай округĕнчи вĕренÿ учрежденийĕсенче 14,3 миллион тенкĕлĕх 14 пуçару проекчĕ пурнăçа кĕрет. Вĕсенчен ытларахăшне Тăвай территори уйрăмĕнче пурнăçланă.

Кăçалхи вĕренÿ çулĕ умĕн вăтам шкулăн тăррине тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, чÿречисене пластиклисемпе улăштарнă. Иртнĕ кунсенче шкул умĕнче транспорт лартмалли площадка туса пĕтернĕ. Халиччен кунта уйрăм çынсен гаражĕсем ларнă. Округ бюджечĕн укçи-тенкипе усă курса темиçе кунта ĕçе янă объекта. Халĕ шкул автобусĕсене çаврăнма меллĕ, вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ те транспорта кунта лартса хăварма пултарать. Çапла ачасен пурнăç хăрушсăрлăхĕн ыйтăвне те тĕп тимлĕхе хунă.

Площадкăна хăтлăлатассине часах вĕçлĕç. Айккине купаласа хунă тăпрана часах илсе тухса пĕтерĕç, территори йĕри-тавра тирпей-илем кĕртĕç.

Алина ВАСИЛЬЕВА

Поделиться:
Распечатать