1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Сентябрь 2025 г.
26 сентября 2025 г. 9:47

Ултавăн ури кĕске

Вырсарникун ирхине 10 сехетре çула тухрĕ çемье. Рейс автобусне кĕтмелле пулманран тепĕр сехетре кирлĕ çĕрте пулчĕç. Тĕл пулакан çынсенчен ыйта-ыйта 57-мĕш çурта шыраса тупрĕç. Ку вырăнта пĕчĕк çеç çурт курма шутланăран пурин куçĕсем те алчăраса кайрĕç. «Тĕрĕсех килтĕмĕр-и?» — тесе пĕр-пĕрин çине тинкерчĕç. Вĕсен умĕнче кирпĕчрен эрешлесе купаланă чаплă çурт, йĕри-тавра тимĕр карта тытса çавăрнă.

— Атте хăйĕн дачине урăх çынсене сутса янă пулĕ? — ĕненесшĕн пулмарĕ Лариса.

— Тупсăмне часах пĕлетпĕр,— терĕ те Нина Петровна шăнкăрав çине пусрĕ.

Вăхăт нумай та иртмерĕ, вĕсен умне 40—45 çулсенчи хитре сăнлă, сарă çÿçлĕ, кăн-кăвак куçлă, çÿллех мар хĕрарăм тухрĕ.

— Камсем пулатăр эсир? — ыйтрĕ лăпкă сасăпа.

— Документ тăрăх ку çурт Алексеев Анатолий Геннадьевичăн. Эпĕ унăн хĕрĕ — Лариса, ку — манăн анне. Манăн çумри — Александр мăшăрăм,— хăйсемпе паллаштарчĕ хĕрарăма Лариса.

— Сире атте хваттере пурăнма янă-им? — каллех ыйту пачĕ вăл.

Хĕрарăм пĕр хĕрелсе, пĕр шуралса кайрĕ. Çухалса кайни тÿрех палăрчĕ. «Эпир ку çуртра 15 çул пурăнатпăр. Документсем тăрăх та вăл манăнах шутланать. Ĕненместĕр пулсан паллашма пултаратăр. Часах илсе тухатăп»,— терĕ те калинкке алăкне уçă хăварса чупсах кайрĕ.

Уçă алăкран картишĕнче мĕн пурри ал лаппи çинчи пекех курăнать. Пĕр кĕтесре: икĕ ярăнчăк, пысăках мар карусель, çÿллех мар турник, йывăçран касса тунă сак вырнаçтарнă. Чечексем куçа илĕртсе лараççĕ. Чечек савăчĕ-сене явса çыхнă карçинккасем çине лартнăран татах та илĕртÿллĕрех курăнаççĕ. Нина Петровна балкон çинче шăпах çакăн пек карçинккасемпе чечексем ÿстерет. Çулталăк каялла виççĕшĕ йĕп пекех çухалчĕç. Тем пек шырасан та тупаймарĕ вĕсене кил хуçи хĕрарăмĕ. Упăшкипе хĕрĕнчен те ыйтса пăхрĕ, нихăшĕ те курман терĕç. Пурнăç малалла шунă май тупăнман япаласем те манăçа тухнăччĕ ĕнтĕ. Вунпилĕк çулхи вăрттăнлăх пĕтĕмпех çиеле тухрĕ. Мунча умĕнче ларакан упăшкин аттине курсан пĕтĕмпех ăнланчĕ.

Кашкăр пек уласа кăшкăрас килчĕ хĕрарăмăн, пичĕ тăрăх куççуль шăпăртатрĕ. Чĕри çĕçĕпе тирнĕн тÿсме çук ыратса кайрĕ. Çапах та хăйне вăхăтра алла илме пултарчĕ. Куççульне шăлса ачисем енне çаврăнса тăчĕ.

Часах аллине пысăк папка тытнă паçăрхи хĕрарăм тухрĕ. «Ĕненместĕр пулсан вулама пултаратăр»,— терĕ хучĕсене Нина Петровнăна тăсса парса. Виççĕшĕ те айккинелле кайса вулама пуçларĕç.

Документпа паллашнă хыççăн Нина Петровнăн çак вырăнта пĕр самант та тытăнса тăрас килмерĕ. Хĕрĕпе кĕрÿшĕ умĕнче те мĕскĕннĕн курăнас темерĕ. 30 çул пĕрле пурăннă упăшки ултавçă, икĕ питлĕ, путсĕр çын пулнине çак хĕрарăм умĕнче калас килмерĕ ачисене. «Ку участок чăннипех те Михайлова Марина Гавриловна çинче. Сывă пулăр»,— малалла утса кайрĕ Нина Петровна. Ларисăпа Саша та урăх тытăнса тăмарĕç, сывпуллашса уйрăлчĕç.

«Анне, мĕншĕн эсĕ нимĕн те ыйтса пĕлмерĕн? Тен, атте çинчен пĕлетчĕ вăл?» — амăшне хăваласа çитсе ыйтрĕ Лариса. «Вăл та пĕлет, эпĕ те пĕлетĕп. Киле çитсен калаçăпăр кун çинчен, хĕрĕм. Тем, хама япăх туятăп. Хăвăртрах хваттере çитсе ÿкесчĕ, выртса канасчĕ»,— терĕ Нина Петровна.

Автобус çинче Лариса амăшĕпе юнашар ларчĕ, сывлăхĕ çинчен ыйтса пĕлчĕ. Сехет çурăран килте пулчĕç вĕсем. Лариса тÿрех амăшĕн юн пусăмне виçсе пăхрĕ. Палăрмаллах ÿссе кайнă иккен. Кирлĕ эмелсене ĕçсен лăпланса çывăрса кайрĕ. Виçĕ сехетрен çеç вăранчĕ. Пуçĕ малтанхи пек ыратмасть. Майĕпен тăрса кухньăналла утрĕ. Кĕрÿшĕпе хĕрĕ каçхи апат пĕçерсе те хунă. Амăшне курсан сĕтел хушшине ларма сĕнчĕç. Апатланнă вăхăтра Нина Петровна хăй мĕн пĕлнине ачисем патне çитерчĕ. Ларисăн куçĕсем шывланчĕç, ашшĕн пÿт- сĕрлĕхĕ тарăхтарчĕ ăна.

«Эпĕ паян аçун докуменчĕсемпе паллашрăм. Ака уйăхĕнче перекет банкĕн- чен икĕ миллион та 500 пин тенкĕ илни курăнать. «Лариса, эсĕ машина илме укçа ыйтман-и унран? Хальтерех укçа паман-и вăл сире?» — хумханнипе сасси чĕтресе тухрĕ. «2 миллион те 500 пин тенкĕ??? Анне, эпир чăнах та, аттерен виличчен пĕр уйăх маларах кивçен 500 пин тенкĕ ыйтнăччĕ. Вăл пире ун чухлĕ укçа çукки çинчен каларĕ. Урăх ку темăна хускатман эпир»,— пĕлтерчĕ Лариса. «Укçине кĕнекерен илсе ăçта та пулин пытарса хуман-ши?» — калаçăва хутшăнчĕ Саша та. Хуньăшĕ вылянчăк, çăмăл ăслă арçын пулнине ниепле те ĕненес килмерĕ унăн.

«Çитĕ-ха паянлăха пуçсене ватса. Пĕр кунта лайăх мар хыпарсем пуçа шăнăçаймаççĕ, сывлăхшăн та сиенлĕ вĕсем. Васкар мар. Пурнăç хăех кăтартса парать. Ыран ваттисен çуртĕн-чен килсен шыраман вырăн хăвармастпăр. Мĕн те пулин тупăнĕ-и?» — улăм пĕрчинчен тытăнса çăлăнасшăн пулчĕ пулĕ Нина Петровна. «Анне, атте япалисене Сашăпа иксĕмĕр илсе кайса паратпăр. Эсĕ килте юл, мĕнпур çĕрте тĕрĕсле, шыра»,— сĕнÿ пачĕ хĕрĕ. «Юрĕ, çавăн пек тăвăпăр»,— килĕш- рĕ амăшĕ.

Пĕр-пĕрне ырă каç сунса çемье çывăрма выртрĕ.

Йывăр шухăшсем çил-тăвăл пек çаврăнчĕç хĕрарăмăн пуçĕнче. 30 çул пĕрле пурăннă çынна пачах та пĕлмен иккен вăл. 15 çул икĕ çемьепе пурăннă! Вунпилĕк çул!!! Педагог чунĕпе туйрĕ: упăшкин çĕнĕ çемйинче икĕ шкул ачи. «Ларисăна юлташ тепĕр ача кирлĕ»,—тенĕччĕ пĕррехинче Нина Петровна упăшкине. Лешĕ яхăнне те ямарĕ. «Пĕчĕк ача сассине илтес килмест манăн урăх, кирлĕ мар»,—хирĕçлерĕ ун чухне аллине сулса. Ун хыççăн кун пирки пĕрре те калаçмарĕ хĕрарăм. Ыранхи кун мĕн те пулин çĕннине, халиччен пĕлменнине илсе килессĕн туйăнчĕ. Лайăххине ĕмĕтленсе куçĕсене хупса çывăрса кайрĕ.

Тунтикун кĕрÿшĕпе хĕрĕ ваттисен çуртĕнчен тÿрех хăйсен килне каяс терĕç. Нина Петровна ĕçрен таврăнсан шырав ĕçне малалла тăсрĕ. Çывăрмалли пÿлĕмри шифоньер андресолĕн-чи япаласене кăлара-кăлара хучĕ. Вĕсем хушшинче хĕрлĕ коробкăна уçсан куçĕ алчăрасах кайрĕ. Хаклă йышши хăлха çакки, икĕ çĕрĕ, вăчăра, алла çыхмалли сулă йăлтăртатса выртаççĕ. Ылтăнран тунăскерсем. Чекĕ те коробкăрах — 500 пин тенкĕлĕх парне. Чечеклĕ открытка çине илемлетсе: «Пĕртен-пĕр юратăвăма»,— тесе çырнă. Варрине 30 число лартнă, виçĕ чĕре ÿкерсе хунă.

«Эх, мăнтарăн арçынĕ, илнĕ парнине те парса ĕлкĕреймен. Кама валли илнĕ пулнă-ши çакăн пек хаклă япаласене? Чим-ха, кăçал Тольăпа пĕрлешнĕ-ренпе июнĕн 4-мĕшĕнче 30 çул тулатчĕ. Нивушлĕ мана валли туяннă вăл çаксене? Хăйне ман умра юратакан, хисеплекен упăшка пек кăтартасшăн пулнă-ши? Вăт çын!!! Сурăх тирĕ- пе витĕннĕ кашкăр тесен те йăнăш пулмасть пулĕ. Хамăн укçапа мана парне тăвасшăн пулнă. Икĕ миллион тенкине 2-мĕш çемйине панă пулса тухать. Дачăри çĕнĕ пÿртне те иксĕмĕр пухнă укçа-тенкĕпех çĕкленĕ. Малтанхи çулсенче уçнă перекет кĕнеки ниçта та çук. Укçине илсе пĕтернĕ те кĕнекине «çухатнă». Ыранах тĕл пулмалла Марина Гавриловнăпа. Вĕсен пурнăçĕ çинчен нимĕн те пĕлместĕп вĕт. Эпĕ — педагог, хĕрсе кайма кирлĕ мар»,— хăй ăшĕнче шухăшларĕ Нина Петровна.

Сейфри хутсене пурне те çĕнĕрен пăхса тухрĕ. Кирли нимĕн те тупаймарĕ. Пĕр хут листи çине телефон номерĕ çырнă. Тепĕр енче Марина тенĕ.

Алли хăех телефон патнелле туртăнчĕ, хут çинчи номерпа шăнкăравларĕ.

— Ырă каç пултăр, Марина Гавриловна. Сире Тольăн мăшăрĕ Нина Петровна чăрмантарать. Манăн сирĕнпе курса калаçмалли пур. Илтетĕр-и эсир мана?

— Илтетĕп, илтетĕп. Ырă каç пултăр.

— Ăçта тĕл пулатпăр. Ыран эпĕ сире хамăр пата чĕнесшĕн. Каçхине 6 сехетре килме пултаратăр-и? Адреса пĕлетĕр-и?

— Пĕлетĕп, Толя каланăччĕ. Манăн та сире пĕлтермеллисем пур.

— Калаçса татăлтăмăр апла пулсан. Сывă пулăр.

— Ыранччен, Нина Петровна.

Çакăн пек кĕске калаçу пулса иртрĕ икĕ хĕрарăм хушшинче.

Упăшкин иккĕмĕш çемйипе тĕплĕн-рех паллашса унăн ăнланмалла мар хăтланăвĕн тупсăмне тупас терĕ Нина Петровна. «Лайăх, йĕркеллĕ пурăннă çĕртен çак киревсĕр, утăм патне мĕн илсе çитерме пултарнă-ши ăна?» — текен шухăш ниепле те тухма пĕлмест унăн пуçĕнчен.

Лариса килне йĕркеллех çитни çинчен шăнкăравласа пĕлтерчĕ. Ваттисен çуртĕнче ашшĕн япалисене пурне те илсе юлнă иккен. Паян тупнă эрешсем çинчен хĕрĕпе кĕрÿшне пĕлтерес темерĕ, тĕлпулу хыççăн çеç калас терĕ.

Тепĕр кунне Марина Гавриловна палăртнă вăхăтра Нина Петровна хваттерĕнче пулчĕ. Калаçăва, кофе ĕçнĕ май, кил хуçи хĕрарăмĕ пуçларĕ: «Упăшкана 30 çул пурăнса та пĕлсе çитеймерĕм пулас. Манпа пурăннă хушăрах мĕншĕн санпа çыхланса каймалла пулнă-ха унăн? Çемьеллĕ арçынпа çемье çавăрнине мĕнле ĕненмелле? Ăçта, хăçан паллашнă эсир унпа?»

— Николаевка ялĕнче фельдшер пулса ĕçлетĕп эпĕ. Хăш-пĕр чухне хулана кайма тивет. Унтан каялла май килнĕ чухне ялан тенĕ пекех пĕр автобус çине лекеттĕмĕр. Пĕррехинче юнашар ларма лекрĕ пире. «Эсир манăн ĕмĕтри пике. Сирĕнпе çывăхрах паллашма юрать-и?»— ыйтрĕ вăл манран. Килĕш-ни çинчен пĕлтерсе пуçа сĕлтрĕм. Çак кунран пуçласа кашни канмалли кунсене пĕрле ирттерме пуçларăмăр. Часах хам йывăр çын пулнине пĕлтĕм. Черетлĕ канмалли кун çитсен çак хыпара Тольăна пĕлтертĕм, вăл питĕ савăнчĕ, пĕрле пурăнма ыйтрĕ.

Икĕ çул хушшинче кермен пек çурт хăпартрăмăр. Соня çуралсан унран лайăх ашшĕ те тупма çукчĕ пулĕ.

 

Пур ĕçре те пулăшатчĕ. Маншăн вăл чи хаклă та юратнă çын пулса тăчĕ. Тепĕр икĕ çултан кĕçĕн хĕрача, Таня, çут тĕнчене килчĕ.

— Икĕ ачаллă пулсан та Тольăпа çырăнас шухăш пулмарĕ-и сирĕн?

— Пĕрре çеç мар тапратнă эпĕ ку ыйтăва. «Халĕ пирĕн çĕршывра нумайăшĕ хут уйăрттармасăрах пурăнаççĕ. Паспорт çинчи штамп ниме те пĕлтермест»,— терĕ.

— Сирĕн ачăрсем кам хушамачĕпе çÿреççĕ?

— Хамăннипе, паллах, ашшĕ ячĕсем — Тольăн. Вун пилĕк çул пĕрле пурăннă хыççăн тĕрĕссине каларĕ вăл мана.

— Марина, эпир иксĕмĕр санпа çырăнаймастпăр. Манăн арăмпа хĕр ача пур. Эрнери пилĕк куна эпĕ вĕсемпе ирттеретĕп, аннепе мар. Эпĕ аннепе пурăнатăп тесе суйнă сана. Арăмран уйрăлма пултараймастăп. Лайăх çын вăл, ырату кÿ-рейместĕп эпĕ ăна. Каçар мана çак тарана çитсе те тĕрĕссине каламаншăн,— терĕ айăплăн куçран пăхса. Тĕлĕннипе чутах йăвансе каяттăмччĕ. Пăртакран: — Эсĕ çак таранччен икĕ çемьепе пурăннă-им? Арăму куçĕнчен мĕнле пăхатăн? Ним пулман пекех пурăнма мĕнле пултаратăн? — кăшкăрнă пекех илтĕн- чĕ манăн сасă. — Яланах çакăн пек пурăнас тетĕн-и эсĕ? Кала, икĕ çемьерен хăшне суйласа илетĕн? — ыйтрăм кăштах лăпланса. Вăл икĕ арăмне те, виçĕ хĕрачине те пĕр пекех юратнине пĕлтерчĕ. «Питĕ айăплă эпĕ сирĕн умăрта. Нинăна ниепле те чăнлăха уçса параймастăп. Эпир унпа çак тарана çитсе пĕрре те вăрçăнман. Юлашки çулсенче чĕре ыратма пуçларĕ. Тен, пурăнмалли нумаях та юлмарĕ пулĕ. Халал хучĕ- сем çыртăм. Нинăна хулари виçĕ пÿлĕмлĕ хваттере халалларăм. Халь пурăнакан çурта малтанах сан çине çыртарнă. Перекет банкĕн-чи икĕ миллион укçана Нинăпа иксĕрĕн пайласа илмелле пулать. Халал хучĕ çинче кăтартрăм»,— терĕ шухăшлăн. — Унтан: Танюша умĕнче те айăп пысăк манăн. Çынла мар пурăннăран чирлĕ çуралчĕ пулĕ. Операци тунă хыççăн чирĕ иртессе шантарсах каларĕç врачсем. 2 миллион та 500 пин тенкĕ çилпе вĕçсе каймасть, хĕр ачăр сывалатех терĕç. Пурте лайăх пулать, Марина,— лăплантарчĕ мана Толя. Çак калаçу пулса иртнĕ хыççăн тепĕр эрнерен ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Вилнĕ кун ман пата килчĕ вăл. Чĕри ыратни пирки пĕлтерчĕ. Тÿрех «Васкавлă пулăшу» машинипе хула больницине кайрăмăр. Çул çинче тăнне çухатрĕ. Врачсем тем пек тăрăшсан та çăлса хăвараймарĕç ăна. Усал хыпара эпĕ пĕлтертĕм сире больницăран.

— Сирĕн хĕрĕр мĕнпе чирлĕ çуралнă? Операцине хăш уйăхра тунă? Халĕ хăйне мĕнле туять? — кăсăкланчĕ хĕрача сывлăхĕпе Нина Петровна.

— Тÿлевлĕ операци кăçалхи ака уйăхĕнче Санкт-Петербург хулинче иртрĕ. Хăйне аван туять. Чĕри ыратнине шарламасть. Врачсем витаминла апат-çимĕç, улма-çырла çитерме хушаççĕ. Фельдшерăн ĕç укçипе мĕнех илме пулать-ши паянхи вăхăтра? Икĕ эрне каялла тепĕр ĕçе вырнаçрăм. Унта та ĕç укçи нумаях мар. Толя вилнĕренпе пурнăçа аран-аран саплаштарса пыратпăр,— пăшăрханчĕ Марина Гавриловна.

— Сирĕн хĕрачасем миçе çулта? Телефон çинче сăн ÿкерчĕксем пур-и? — ыйтрĕ Нина Петровна.

— Соня вунтăваттăра, Таня вуникĕ çулта.

Хĕрачисен сăн ÿкер-чĕкĕсене кăтартма та ки- лĕшрĕ амăшĕ.

— Чипер пикесем, иккĕшĕ те ашшĕ сăнлă. Кĕçĕнни манăн Лариса пекех. Телейĕсем пулччăрах ĕнтĕ вĕсен. Операци ăнăçлă иртнĕ пулсан Таня сывалатех. Пурте лайăха шанса тăратпăр,— терĕ Нина Петровна телефонне каялла парса. — Халалсем пирки калас пулсан Тольăн саккунлă арăмĕ эпĕ шутланатăп. Кăçалхи апрель уйă- хĕнче пĕрле пухнă укçаран Толя икĕ миллион та пилĕк- çĕр пин тенкĕ перекет банкĕн кĕнекинчен илнĕ. Сирĕн калаçуран çак укçа Таньăна операци тума кайнă. Халь пурăнакан çуртăра та пирĕн укçа-тенкĕпех туса лартнă эсир. Мĕншĕн тесен тепĕр перекет банкĕн кĕнекине упăшка «çухатнă», унта сахал мар укçа пулнă пирĕн. 20 çула яхăн пухнă укçаран паянхи кун тĕлне 2 миллион та пилĕк-çĕр пин тенкĕ çеç курăнать. Кил-çурт енчен илес пулсан та нимĕн пайламалли те çук пирĕн. Суд тăрăх çÿ- ремесĕрех татса пама пулать çак ыйтусене. Эпир хваттере кредитпа илнĕ. Татмалли тепĕр икĕ çул юлнă. Эпĕ сирĕн умăрта парăмра мар. «Е миллион укçа шыраса илесшĕн-и манран Тольăн халалĕ тăрăх?» — çирĕп сасăпа ыйтрĕ ултавçă упăшкине пула инкек тÿснĕ хĕрарăм.

— Пурнăç çакăн пек çавăрăнса тухасса шутлама та пултарайман эпĕ. Хама телейлĕ хĕрарăм тесе шутланăччĕ. Толя çемьеллĕ пулнине пĕлнĕ пулсан хамăн пурнăçа унпа çыхăнтарман та пулнă пулăттăм. Таня хĕрĕм çинчен шухăшласа чĕрем çунса тухать манăн.

Совеçсĕр çын тесе ан шутлăр мана. Пире сирĕн-тен нимĕн те кирлĕ мар. Толя мана укçа-тенкĕ пирки нимĕн те пĕлтермен. «Ăçтан тупрăн, камран илтĕн?»— тесе те ыйтма хушмастчĕ. «Çемьене укçа-тенкĕпе арçыннăн тивĕçтермелле»,— тетчĕ. — Халалĕсене сире паратăп»,— терĕ те Нина Петровна умне пырса хучĕ.

— Тăрлавсăр, пÿтсĕр, ултавçă арçыншăн тăшмансем пулса юлар мар. Ачасене паллаштарса тăванлăх туйăмĕ çуратмалла. Малашне пĕр-пĕринпе хутшăнса туслă пурăнччăр,— сĕнчĕ Нина Петровна.

Нина Петровна та, Марина Гавриловна та тĕлпулупа кăмăллă юлчĕç, ăшшăн сывпуллашрĕç.

Марина Гавриловна урама тухсан та Тольăн арăмĕ çинчен шухăшлама пăрахаймарĕ. «Çакăн пек ырă, кăмăллă, ăслă, хитре çынна кÿрентерме епле хăйнă-ши Толя? Унăн ултавĕ ним ырри патне те илсе çитермерĕ. Арăмне улталаса, çаратса тепĕр çемье çавăрни йĕркеллĕ-и тата? Хăй калашле, Таня та ашшĕн çылăхĕсемшĕ-нех нушаланать пулмалла. Мухтав Турра, сывлăхĕ йĕркеленсе пырать-ха. Тепĕр-тепĕр çын пулнă пулсан упăшки тăкак кÿнисене манран шыраса илме пултаратчĕ вĕт»,— пĕтĕмлетÿ турĕ вăл паянхи калаçăва.

Хăна тухса кайсан кил хуçи хĕрарăмĕ хĕрлĕ коробкăна çĕнĕрен алла илчĕ те: «Эх, Толя, Толя, хăвăн çылăхна çак ылтăнсемпе каçарттарма шутларăн-им? Е вăтăр çул хушшинче пĕр чечек çыххи те парса курмарăм тесе парас терĕн-и ылтăнусене? Маншăн ăшă кăмăлу, хисепÿ, юратăву хаклăрахчĕ. Эсĕ ав вĕсене урăх хĕрарăма панă. Хăвна пĕчĕк ачана пăхнă пек тимлĕх уйăрнăшăн çĕр йăтайми намăс, ырату, хурлăх кÿтĕн мана. Тавах хуть Марина умĕнче ман ята вараламаншăн. Хăш-пĕр арçынсем еркĕнĕсен умĕнче арăмĕ-сене çÿп-çап вырăнне хурса темĕн те пĕр каласа хăртаççĕ. Тĕнче те пăсăлчĕ, этемсем те ирĕке тухрĕç пулмалла. Икĕ-виçĕ çемьепе пурăнакансем те çумăр хыççăн шăтса тухнă кăмпасем пекех нумайланса кайрĕç. Намăс-симĕсĕ те çук вĕсемшĕн. Арлă-арăмлă пурăннă вăхăтрах еркĕнĕсемпе аскăнса пурăнаççĕ. Çемье чысне варалаççĕ, ачи-пăчисене пăрахаççĕ.

Мана кăна мар, тепĕр хĕрарăма та телейсĕр турăн эсĕ, хĕрачасене тăлăха хăвартăн. Иккĕмĕш арăму йĕркеллĕ, таса чунлă, чипер хĕрарăм. Вăл та ман пекех ĕненнĕ, шаннă, юратнă сана. Пĕтертĕн пирĕн пурнăçа. Хăв та аллă пил- лĕкрех çĕре кĕрсе выртрăн. Икĕ çемье хушшинче урапа ăшне лекнĕ пакша евĕр тапаçлансах чĕрÿ тапма чарăнчĕ пулĕ санăн?» — чĕрĕ çынпа калаçнă пекех сăмахларĕ упăшкин сăн ÿке- рчĕкĕпе Нина Петровна.

Ылтăн эрешсем çине тепре пăхса коробкăна хупса хучĕ.

Тĕлпулу хыççăн упăшкин парни çинчен никама та пĕлтерес темерĕ вăл. Ыранах ломбарда кайса укçапа улăштарса килет вĕсене. 500 пин тенкĕ укçана Маринăна кайса парать. «Таньăна операци хыççăн вăй илме пулăштăрах çак укçа-тенкĕ»,— ырă сунчĕ упăшкин хĕрачине чăннипех те таса чунлă, ырă та ăшă кăмăллă хĕрарăм.

Мария ПЕТРОВСКАЯ-ПЕТРОВА, Çĕнĕ Ишпуç ялĕ

Поделиться:
Распечатать