1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 26 Сентябрь 2025 г.
26 сентября 2025 г. 9:30

Ырă сунаççĕ

Тăвайри нумай хваттерлĕ çуртсенчи подъездсене халĕ уборщицăсем çăваççĕ. Çуртсене кĕнĕ çĕрте тирпейлесе тăраççĕ вĕсем. Юрий Ефимов ертÿçĕ вĕсен ĕçĕпе кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ.

Ленин проспектĕнчи 52-мĕш çуртри Наталия Гаврилова кунта пурăнакансен ячĕпе «Янтиковская» ООО директорĕ патне Виктория Верных ĕçченĕн тăрăшулăхĕ çинчен тав çырăвĕ те çитернĕ.

Виктория Юрьевна 5-мĕш çул тивĕçтерÿ тытăмĕнче. Ĕçе вăхăтра та типтерлĕ тунипе çĕнсе илнĕ вăл çынсен хисепне. Кирек кампа та ăшшăн калаçать, ырă сунать çак хĕрарăм. Пĕччен пурăнакан ватăсен тунсăхне, йывăрлăхĕ- сене ăша илсе сăмахпа хавхалантарма тăрăшать.

«Ĕçченлĕхпе вашаватлăх сирĕнте ан иксĕлтĕр, юратнă ĕç малашне те савăнăç кÿтĕр»,— теççĕ Виктория Юрьевнана вăл тирпейлесе тăракан Ленин проспектĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем.

Поделиться:
Распечатать