Йăлана кĕнĕ йĕркепе Çĕнĕ çул умĕн Василий Чернов шахма- тиста халалланă асăну турнирĕ иртрĕ.
Василий Николаевич Тăвайра ĕçлесе пурăннă, активлă çынсенчен пĕри пулнă, хăй тавра шахмата кăмăллакансене явăçтарма пултарнă. Вăл шахматла выляссипе нумай хутчен район чемпионĕ пулнă, республикăри ăмăртусенче те пĕрре çеç мар призерсен шутне кĕнĕ, шахмат историйĕнче хăйĕн ятне хăварнă, чылай хушă районти шахмат федерацине те ертсе пынă. Ку çеç-и? Вăл шкул ачисем хушшинче шахмат кружокĕ йĕркелекенсенчен пĕри пулнă. Унăн воспитанникĕсем «Шурă ладья» ăмăртăвĕсенче чемпионсем тата призерсем пулса тăнă, вĕсем Василий Николаевича паян кун та ырăпа асăнаççĕ.
Василий Чернова асăнса йĕркеленĕ турнир та хĕрÿ иртрĕ, шахматистсем пĕри те тепри хăйĕн ăсталăхне кăтартма тăрăшрĕ, çакă вара ăмăрту çивĕчлĕхне ÿстерчĕ. Владимир Иванович Семеновпа Константин Викторович Григорьев (иккĕшĕ те Тăвайран) чи нумай пĕрешкел очко пухрĕç. Коэффициентпа шутласан вара В.Семенов пĕрремĕш вырăна тухни паллă пулчĕ. Иккĕмĕшĕнче, паллă ĕнтĕ, — К.Григорьев. Александр Анатольевич Семенов (вăл та Тăвайран) виççĕмĕш вырăна йышăнчĕ. Ытти шахматистсен ăсталăхне те палăртмалла.
Шахматла выляссипе ăмăртусем татах та пулаççĕ-ха. Çапла январĕн 24—25-мĕшĕсенче Тăвай округĕн чемпионатне ирттерме палăртнă. Вăл Тăвайри «Аль» спорт шкулĕнче иртĕ. Унта шахматистсене пурне те йыхравлатпăр.