Лаша çулне кĕрес умĕн, раштавăн 31-мĕшĕнче, Тăвайри Сергеевсем çемье уявне кĕтсе илнĕ. Валерий Алексеевичпа Раиса Владимировна ылтăн туйне паллă тунă. Вĕсен çирĕп çемйи çамрăк мăшăрсемшĕн шанчăклăхпа ĕçченлĕхĕн тата пурнăç ăслăлăхĕн ырă тĕслĕхĕ.
Кил пуçĕн Валерий Алексеевичăн ĕç çулĕ водитель профессийĕпе çыхăннă. «Хăй ĕçĕнче чăн-чăн профессионал, техника чăхăмласан сăлтавне тÿрех тавçăратчĕ»,— терĕç ун пирки пĕрле тăрăшнă шоферсем. Тивĕçлĕ канăва тухсан та округ администрацийĕн финанс пайĕнче чылай вăхăт вăй хунă вăл.
Раиса Владимировнан ĕç ăсталăхĕпе яваплăхне çăкăр завочĕпе суту-илÿ ĕçченĕсем халĕ те ăшă кăмăл-туйăмпа аса илеççĕ. Вăл — потребкоопераци ĕçĕн ветеранĕ, çак ĕç тытăмне 40 çул панă.
Сергеевсем икĕ ывăл çитĕн- тернĕ, тăватă мăнукĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнаççĕ, кĕçĕн мăнукĕн ачисене пăхса ÿстерме пулăшаççĕ. Лайăх-çке çумра çакăн пек асаннепе асатте пурри! Мăнукĕсене ырăлăхпа ăшăлăх парнелеççĕ, пурнăç илемне курма вĕрентеççĕ.
«Кулленхи пурнăçра чи кирли — пĕр-пĕрне ăнланса, ки- лĕштерсе, пулăшса пурăнни,— тет Раиса Владимировна. — Çемьесем çирĕп пулсан, çĕршыв та тĕреклĕ».
«Шăпах çакăн пек çынсем çинче тытăнса тăрать те ĕнтĕ пирĕн округ»,— тенĕ муниципалитет пуçлăхĕ Олег Ломоносов, вĕсене илемлĕ юбилейĕпе саламласа çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, тăнăçлăхпа ырлăх суннă.