Тăвай округĕнче 2024 çулта ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕсем 36-ăн пулнă, 2025 çулта — 24, кăçал вара — 38. Çакăн пек ÿсĕм — пысăк çитĕнÿ!
«Çак наградăна илни — тивĕçлĕ хавхалану кăна мар, малашлăхри ăнтăлу та. Чи лайăххисен йышĕнче пуласси — пысăк яваплăх, вăл сирĕн ума çĕнĕ горизонт уçать, тĕллевсене пурнăçлама май пур шанăçа çирĕплетет,— тенĕ муниципалитет пуçлăхĕ Олег Ломоносов телеграм-каналĕнче. Сирĕнпе, çамрăксемпе, мухтанатпăр, ăнăçу сунатпăр».Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕ- шÿллĕн вĕренÿре, тĕпчевпе ăслăлăх, пултарулăх, производствăпа управлени, спорт, общество, бизнес-проект ĕçĕ-хĕлĕнче лайăх кăтартусем тунăшăн Тăвай муниципалитет округĕнчи 38 çамрăк кăçал ЧР Пуçлăхĕн стипендине илсе тăрĕ.
Акă вĕсен ячĕсем: Кирилл Иванов, Полина Никитина, Анастасия Андреева, Анастасия Павлова, Софья Хаймулина, Святослав Алькин, Артем Иванов, Кристина Табаева, Элла Ильина, Святослав Соколов, София Козлова, Аделина Тиникова, Ксения Матвеева — Совет Союзĕн Геройĕ П.Х.Бухтулов ячĕллĕ Тăвайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем.
Наталия Петровна Михайлова — Тăрмăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти пуçламăш классен учителĕ.
Андрей Сергеевич Федоров — Тăрмăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти информатика учителĕ.
Екатерина Анатольевна Михайлова — Тăрмăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти физкультура учителĕ.
Ксения Васильева, Дмитрий Васильев — Тăрмăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем.
Виктория Моисеева — Элпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекен.
Алина Евгеньевна Васильева — муниципалитет округĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ.
Светлана Юрьевна Михайлова — муниципалитет округĕн экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн туяну йĕркелес тата ирттерес сектор заведующийĕ.
Юлия Олеговна Хайдукова — муниципалитет округĕн цифра аталанăвĕн тата информаци технологийĕн секторĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ.
Наталья Александровна Колоколова — муниципалитет округĕн культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕсен пайĕн тĕп специалист эксперчĕ (çамрăксен ыйтăвĕсемпе).
Ольга Николаевна Николаева — Чăваш Енри Ĕçлев министерствин «Тăвайри ЦСОН» бюджет учрежденийĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан.
Ирина Геннадьевна Федотова — Совет Союзĕн Геройĕ П.Х.Бухтулов ячĕллĕ Тăвайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти историпе обществознани учителĕ.
Евгения Константинова, Дарья Степанова, Карина Максимова, Марина Васильева, Елизавета Макарова, Ксения Максимова — Çĕнĕ Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем.
Елена Алексеевна Семенова — муниципалитет округĕнчи «Централизациленĕ клуб системи» МБУК-ри художник-постановщик.
Мария Михайлова, Ксения Иванова, Дарья Фирсова, Милана Исаева, Валерия Зверева, Анна Федорова — «Тăвайри ача-пăча искусство шкулĕ» хушма пĕлÿ паракан муниципаллă бюджет учрежденийĕнче вĕренекенсем.