Хаваслă хыпар: пирĕн округри пациентсем çĕнĕ 2026 çула сывлăх сыхлавĕнчи ырă улшăнусемпе кĕтсе илчĕç — тĕп юсав тунă хыççăн вĕсене ку чухнехи çĕнелнĕ поликлиника йышăнма тытăнчĕ.
Ăна «Вăрăм тата хастар пурнăç» наци проекчĕ пулăшнипе çĕнетнĕ. Малтанхипе хальхи поликлиникăн уйрăмлăхĕ пысăк, вăл паянхи пурнăçа тивĕçтерекен ирĕклĕ те çутă медицина çурчĕ пулса тăнă. Унта халĕ çĕнетнĕ регистратура тата кĕтмелли анлă вырăн, инженери коммуникацийĕсене, вентиляципе кондицилемелли системăсене улăштарнă, çĕнĕ сĕтел-пукан вырнаçтарнă, çынсене кĕрсе çÿресси лайăхланнă. Кунти тивĕçлĕ условисенче 9,5 пин ытла çын ку чухнехи медицина тата профилактика пулăшăвĕ илет.
Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов «Тăвайри тĕп больница» филиалăн коллективне Çĕнĕ çулпа тата çĕнетнĕ поликлиникăна уçнă ятпа саламланă. Олег Анатольевич проекта пурнăçа кĕртесси регион ертÿлĕхĕ пулăшнипе пурнăçа кĕнине палăртнă, Чăваш Ен Пуçлăхне Олег Николаева ял медицинине аталантарма пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă.
«Эпир пациентсем тата хамăрăн сотрудниксем валли ку чухнехи условисем туса хутăмăр. Халĕ поликлиника федераци стандарчĕсене туллин тивĕçтерет»,— палăртнă территорисем хушшинчи Канашри медицина центрĕн тĕп врачĕ Рената Николаевна Федорова.