1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 1 Февраль 2026 г.
16 января 2026 г. 12:53

Хăйсен тÿпине хываççĕ

 

 

Халăх пĕрлĕхĕ— пысăк вăй. Акă Нÿшкассинче пурăнакансем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене пĕри те тепри пулăшма тăрăшни çинчен чылай çынран илтнĕ эпĕ. Çакна нумаях пулмасть асăннă ялти ветерансен пĕрлешĕвĕн председателĕ Клавдия Моисеева та çирĕплетрĕ.

— Пирĕн ял çыннисем çав тери хастар пулнипе палăрса тăраççĕ. Хăшĕ-пĕри паянхи кун та ятарлă çар операцине хутшăнать. Ыттисем те — кам клуба маскировка тетелĕ çыхма çÿрет, кам укçапа, çăм нускисем çыхса парса, ытти япаласемпе тивĕçтерсе пулăшать. Тушенкăсем таранах ăсатаççĕ СВОри ентешсем патне,— чунне уçса калаçрĕ Клавдия Сергеевна. Кашни килтенех укçапа пулăшнине каларĕ. Кам 500 тенкĕ, кам пĕр пин тенкĕ е ытларах та парать. Хăшне-пĕрне ятранах та асăнчĕ. «Елена Андреевна Фомина акă, пурĕ 9 пин тенкĕ хыврĕ. Надежда Андреевна Константинова та кашни уйăхрах 500-шер тенкĕ парать. Хамăр ял çыннисем — Шупашкарта, Çурçĕрте, Хусанта, ытти хуласенче пурăнакансем те укçан пулăшаççĕ. Тавах пурне те», терĕ.

Маскировка тетелĕсем çыхма вара 2025 çулхи январĕн 12-мĕшĕнчен пуçăннине каларĕ, маларах тытăнмашкăн ялта клуб пулман. Ятарласа пуху пухнине, ĕçе пуçарса яма укçа пуçтарнине каларĕ. «Хапăл пулчĕ халăх, унта пухăннисем СВОра çапăçакансене пулăшас, çак ĕçе ырана хăварса пырас мар терĕç»,— хăй çакăнпа кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ Клавдия Сергеевна. Луиза Павлова, Надежда Федорова, Ирина Матвеева тата Клавдия Моисеева маскировка тетелĕ çыхма тата ытти кирлĕ япаласем туса хатĕр-лемешкĕн вĕренме çийĕнчех кÿр- шĕллĕ яла — Çĕнçырмана çул тытнă. Унта ку ĕçе чылай маларахах пуçăннă пулнă. Çапла вара нÿшкассисем, çулталăк каялла ĕçе пикеннĕ-скерсем, ку вăхăт тĕлне пурĕ 105 маскировка тетелĕ, 400 штук окоп çурти, 60 нашлемник, 700 штук хăйă хатĕрлесе ăсатнă ятарлă çар операцине хутшăнакансем патне. Чылайăшне Пуянкассинчи Станислав Данилов предприниматель урлă парса янă. Коробкăсемпе тĕрлĕ продукци те ăсатнă СВОна. 90 çулхи Пульхерия Николаевна Яковлева 10, Юлия Ивановна Васильева та темиçе мăшăр çăм нуски çыхса панă салтаксем валли. Станислав Данилов вĕсене пурне те кирлĕ вырăна тĕрĕс-тĕкел çитернĕ.

Нÿшкассисем халĕ те кашни кун, канмалли кунсемсĕр пуçне, клуба пухăнаççĕ, куллен 3 сехет ĕçлеççĕ, тĕпрен илсен, маскировка тетелĕ çыхаççĕ. Камсене куратпăр-ха унта? Чи малтанах, паллах, Клавдия Моисеевана асăнмалла, вăл йĕркелесе пырать пĕтĕм ĕçе. «Кашнинех ятран асăнасчĕ, пурте пĕлсе тăччăр хастарсене»,— терĕ Клавдия Сергеевна. Вĕсем — Зоя Алексеевна Якимова, Надежда Петровна Якимова, Любовь Петровна Петрова, Галина Александровна Орешникова, Елена Ивановна Ермолаева, Галина Павловна Гурьева, Галина Петровна Платонова, Юлия Валентиновна Волкова, Галина Валерьевна Александрова, Людмила Николаевна Васильева. Ялти почтальонка Луиза Михайловна Павлова та нумай пулăшнине каларĕç, материалсем кÿрсе парать, укçа пуçтарать тата ытти те.. Арçынсенчен ял старости Александр Петрович Иванов, Владимир Николаевич Моисеев кăсăкланса-пулăшсах тăраççĕ. Каркасне те вĕсем ăсталанă. Вячеслав Петрович Якимовпа Анатолий Николаевич Павлов та кирлĕ чухне яланах пулăшма хатĕр пулнине асăнчĕç. Нумайăшĕ çавăн пек. Маскировка тетелĕсене, хатĕррине-пĕрне ятарлă çар операцийĕ пыракан вырăнсене ăсатсах тăраççĕ. Иртнĕ уйăхра, асăнтăмăр ĕнтĕ, Станислав Данилов предприниматель илсе кайнă пĕр кассине. Тăвайри центр урлă та янă. Канаш хулинчен те, позывнойĕ «Орел», 6 тетел илсе кайнă çапăçу тăрăхне. Çапла, нÿшкассисем хăйсен ĕçĕ Çĕнтерĕве çывхартма, салтаксене сывлăхлă, тĕрĕс-тĕкел килĕ- сене таврăнма пулăштăр тесе чунне параççĕ.

Поделиться:
Распечатать