Тепĕр икĕ эрнерен Çĕнĕ çул çитет. Амăшĕ ĕçе кайнă чухне ачисене Хĕл Мучи валли çыру çырма хушса хăварчĕ. Паян канмалли кун пулнăран килтех вĕсем. Ыран та шкула каймалла мар. Марина тăваттăмĕш класра вĕренет, Николай — иккĕмĕшĕнче.
Раиса Николаевна хулари пĕрремĕш больницăра ача-пăча тухтăрĕнче тăрăшать. Сменăпа ĕçленĕрен каçпа та кайма тивет ăна. Ун пек чухне Маринăпа Николай иккĕшех юлаççĕ хваттерте.
Йĕркеллĕ пурăннă çĕртенех тем çитмерĕ упăшкине. Халиччен арăмĕ çине пĕрре те кăшкăрса курманскер, хăр-хар калаçма пуçларĕ, хăйне латлă мар тытрĕ. Юлашкинчен чăтаймарĕ пулмалла, амăшĕ патне пурăнма куçрĕ.
Унтанпа çур çул çитрĕ. Вăхăтран вăхăта ачисем патне шăнкăравласа тăрать, укçа-тенкĕпе те пулăшать.
Амăшĕ ĕçе тухса кайнă-кайманах аппăшĕпе шăллĕ сĕтел хушшине ларса çыру çырма пуçларĕç: «Хаклăран та хаклă юратнă Хĕл Мучи! Эпир сана çывхарса килекен 2026 çулпа чунтан саламлатпăр. Çирĕп сывлăх, мирлĕ пурнăç, тулли телей, ăнăçусем сунатпăр.
Пире нимĕнле пылак çимĕç те, тутлă улма-çырла та, вылямалли теттесем те кирлĕ мар. Эпир текех пĕчĕккĕ те мар, иксĕмĕр те шкул ачисем. Пирĕн юлташсен пурин те ашшĕсем пур. Ачисемпе пĕрле час-часах пулă тытма çÿ-реççĕ, футболла выляççĕ, кино курма каяççĕ тата ыт.те.
Астăватпăр-ха, атте пире питĕ-питĕ юрататчĕ, аннепе те шăкăл-шăкăл калаçатчĕ. Мĕн тери телейлĕччĕ эпир ун чухне. Вăрмана кăмпа-çырла пуçтарма, похода та каяттăмăр, бассейна та çÿ- реттĕмĕр çемйипех. Хĕл Мучи, эсĕ кашни çыннăн ĕмĕтне пурнăçлама пултаратăн. Пирĕн аттене Çĕнĕ çулта çемьене таврăнма пулăшсамччĕ.
«Сана ачусем питĕ хытă юратаççĕ, саншăн шутсăр тунсăхлаççĕ, киле килме ыйтаççĕ»,— тесе кала-ха ăна. Çак çутă ĕмĕт пурнăçлансан пирĕнтен телейли те пулман пулĕччĕ.
Тав сăмахне маларах каласа хуратпăр.
Салампа Маринăпа Николай Алексеевсем. 19.12.2025 ç.»
Çырăва çырса пĕтерсен конверт ăшне чиксе хучĕç. Хĕл Мучипе адресне те, хăйсем ăçта пурăннине те кăтартрĕç.
Амăшĕ ĕçрен таврăннă тĕле ачисем тутлă ыйхăраччĕ. Сĕтел çинчи çырăва курсан Раиса Николаевна ачисен шухăш-кăмăлне пĕлес тесе çырупа паллашас терĕ. Вуласа тухнă хыççăн тарăн шухăша путрĕ. Ашшĕшĕн тунсăхланине пĕрре те кăтартман вĕсем. Хут çинче вара чун ыратăвне пĕтĕмпех уçса панă. Хăйсем пĕчĕк пулсан та мăн çынсем пекех шухăшлама пултарни те тĕлĕнтерчĕ ăна.
Каç кÿлĕм упăшкипе тĕл пулса калаçас терĕ. Хăйсем пĕрле пурăнмасан та хут çинче арăмĕпе упăшки пекех шутланса тăраççĕ-ха. Телефонне илчĕ те коридора тухрĕ.
— Ырă кун пултăр, Саша. Манпа калаçма вăхăт тупаятăн-и? — ыйтрĕ вăл хуллен.
— Салам. Паян канмалли кун. Килтех эпĕ,— илтĕнчĕ палланă сасă.
— Кăнтăрла иртни виçĕ сехетре Чапаев скверне пыма пултаратăн-и? Питĕ кирлĕ калаçу пур. Ăна санпа çеç сÿтсе явма пултаратăп.
— Палăртнă вăхăта çитме тăрăшатăп. Курнăçиччен эппин,— терĕ арçын. Иккĕшĕ те тĕлпулăва пĕр вăхăтрах çитрĕç. «Саша палăрмаллах начарланнă, шухăшсăр пурăнман пулмалла»,— вĕлтлетрĕ шухăш Раиса Николаевнăн пуçĕнче.
— Мĕн çинчен калаçасшăнччĕ эсĕ манпа? — ыйтрĕ упăшки çывăхри сак çине ларнă май.
— Часах Çĕнĕ çул çитет. Маринăпа Николай Хĕл Мучи патне çырнă çырупа паллаштарас терĕм сана. Çемьерен кайнин сăлтавне те пĕлес килет манăн. Малалла мĕнле пурăнас тетĕн?
Ачисен çырăвне вуласа тухнă хыççăн Александр Петрович пĕр кана чĕнмесĕр ларчĕ. Раиса Николаевна та шăплăха пăсас темерĕ. Çÿлтен вĕçсе анакан юр пĕрчисем ахахăн-мерченĕн йăлтăртатса ерипен ÿкеççĕ, шап-шурă кăпăшка утиялпа çĕре витеççĕ. Таврара хĕл каçма юлнă кайăксен хутăш хорĕ юрлани ил- тĕнсе тăрать. Çутçанталăк илемлĕ те, кайăксен чĕвĕл-чĕвĕл юрри те арçын кăмăлне çемçетрĕ пулас, сăмахлама пуçларĕ:
— Тăван анне сан çинчен элеклесе хăй майлă çавăрчĕ мана. Унăн ултавне паян çеç пĕлтĕм. Хам психолог пулсан та тĕрĕслĕхпе суяна уйăрса илеймерĕм. Анне пĕр-пĕччен пурăннăран мана хă- йĕнчен уйăрасшăн пулманнине малтанах сиснĕччĕ-ха эпĕ. Ват пуçĕпе ирсĕр утăм тăвасса шутлама та пултарайман. Эсĕ ман умра ирхи сывлăм пек таса пулнине пĕлсен паян пырасшăнччĕ санран каçару ыйтма. Эсĕ, вăн, хăв шăнкăравларăн. Ултă уйăх хушшинче кашни кунах аса илнĕ эпĕ сана, ачасем те пуçран тухман. Çемьерен кайса пысăк йăнăш турăм. Сирĕнпех пурăнас килет манăн. Каçарма пултаратăн-и мана, Рая? — мăшăрĕ çумнерех куçса ларчĕ Саша.
— Аннÿ ман çинчен мĕн элеклесе каласа пани кирлĕ мар мана. Чун таса пулсан тĕрĕслĕх çĕнтеретех. Хăйĕн тăван мăнукĕсене ашшĕсĕр хăварасшăн пулнине ăнланма йывăр. Хамăрăн тĕпренчĕксене тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстермелле пирĕн. Вĕсенчен чăн-чăн çынсем тумалла, телейлĕ ачалăх парнелемелле. Тулли çемьере çеç çаксене пурнăçлама пулать.
Ачасен ĕмĕтне татма пултараймастăп. Айăпна каçаратăп. Çĕнĕ çулта кĕтетпĕр сана.
Александр Петровичăн сăн-питĕнче хĕвел шевли выляма пуçларĕ. «Çĕнĕ çулччен, юратнă çыннăм»,— çупăрларĕ вăл мăшăрне.
Çĕнĕ çулта ашшĕ килне таврăнсан Маринăпа Николай Хĕл Мучи чăннипех те пуррине ĕненчĕç, ашшĕ çумĕнчен хăпма та пĕлмерĕç вĕсем. Ашшĕпе амăшĕ каллех пĕрле пулнишĕн чун-чĕререн хĕпĕртерĕç, хăйсене çав тери телейлĕ туйрĕç.