Николай Егорович Катяков 1942 çулхи январĕн 7-мĕшĕнче Тĕмер ялĕнче çуралнă. Ашшĕ, Егор Васильевич (1915 çулхи), малтанхи кунсенчех иккĕмĕш тĕнче вăрçине лекнĕ. Аманнă. Свердловск хулинчи госпитальте сурансене сиплесе вăй илнĕ хыççăн каллех фронта янă. Канаш станци патĕнче поезд вăхăтлăха чарăннă. Çав хушăра Егор Васильевич кĕске çыру çырса хăйсене Мускав çывăхне илсе кайни çинчен пĕлтернĕ, амăшĕ патне çамрăксенчен çыру парса яма ĕлкĕрнĕ. Ăна килĕнче илсе вуланă. Ку юлашки çыру пулнă. Вăйлă çапăçусем вăхăтĕнче вăл хыпарсăр çухалнă.
Николай Егорович шкул пĕтернĕ хыççăн, 1962—1965 çулсенче Канашри чугун çул училищинче вĕреннĕ. Службăна Польшăна лекнĕ. Танк çинче механик-водитель пулнă. Салтакран килнĕ хыççăн «Победа» совхозра сварщикре ĕçлеме пуçланă. Вăл шкулти юлташĕпе Кузьма Александрович Шишкинпа хурт-хăмăрăн пĕр çемйине илнĕ, 12 çемьене çитернĕ хыççăн çурмалла пайланă. Службăра чухне хуртсене 3 çул амăшĕ пăхса тăнă. Совхозăн та утар пулнă. Унта Спиридон Иванович Кузнецов 30 çул ытла вăй хурса ĕçленĕ хыççăн тивĕçлĕ канăва кайнă.
Çар хĕсметне аса илнĕ майăн, çав вăхăтри маттур салтак куç умне тухрĕ. Служба вăхăтĕнче 43 хутчен Тав çырăвĕсене тивĕç пулнă. Вĕсенчен пĕрин çине СССР оборона министрĕ А.Гречко хăй алă пуснă...
Хуçалăх ертÿçи икĕ хутчен утара ĕçлеме чĕннĕ Н.Е.Катякова.
— Эсĕ халĕ те шутламарăн-и? Утар пĕтет вĕт, пĕтет,— тенĕ.
— Эп ĕçлесе курман, пĕлейместĕп майне,— хуравланă Николай.
1981 çулта Николай Егоровича утар ĕçĕсене шанса панă. Петр Евдокимович Кайсаровпа пĕрле ĕçе тытăннă вĕсем. Вăй хурсан, тăрăшсан утарти вĕллесем 80 пуçран 240 пуçа çитнĕ.
Петр Евдокимовичпа 1994 çулччен пĕрле килĕштерсе ĕçленĕ. Вăхăчĕ çитсен вăл та пенсие тухнă.
Çав вăхăтра Николай Петрович Афанасьев Вăрнарти 29-мĕш СПТУран вĕренсе тухса, хурт-хăмăр ĕçне алла илнĕ. Иккĕмĕш утар уçма ăна 80 пуç хурт-хăмăр уйăрса панă. Тепĕр çултан тата 20 пуç хушнă.
Николай Егорович хăй Рязань облаçĕнчи Рыбное хулинче вырнаçнă пыл хурчĕ-сем енĕпе пĕлÿ паракан Академинче вĕренсе, ку чухнехи çĕнĕ технологине алла илнĕ.
1991 çулта совхоза 3 пая пайланă хыççăн «Слава» хуçалăха 68 пуç хурт çемйи уйăрса панă, «Родина» хуçалăха — 58 пуç.
Тепĕр çултанах «Победа» хуçалăхăн пыл хурчĕсен çемйисем 100 шута çитнĕ. Çăмăл пулман. Тăрăшмасăр çитĕнÿ тăваймăн. Николай Егоровича ывăлĕ Сергей, хĕрĕ Ирина яланах пулăшса тăнă. Мăшăрĕ Екатерина Еремеевна та пушă вăхăт тупăнсанах утара васканă. Тĕрĕссипе каласан, пĕтĕм çемье унта вăй хунă.
2010 çулта утара ывăлне, Сергее, шанса панă. Утар тупăшлă ĕçленĕ. Пыл хурчĕсене ĕрчетсе урăх вĕллесем çине янă. Вĕсене ытти хуçалăхсем те туяннă. 300 ытла пуç сутса чылай тупăш илнĕ.
Вĕллесене Канашри вакунсем тăвакан заводра кăларнă. Вĕсем çынсене пахалăхĕпе те, хакĕпе те тивĕçтернĕ. Хăш-пĕр çулта утар ĕçченĕсем 4 тонна шĕвĕ «ылтăн» та илнĕ.
Тĕмерти утарçăсем пыл туса илессипе Чăваш енре малта пулнă. Районти хурт-хăмăр ĕрчетекенсем хушшинче пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Утарта республикăри канашлусем ирттернĕ. Тĕмерсен опычĕпе ытти районсенчи утарçăсем паллашма килнĕ.
Халĕ Николай Егорович тивĕçлĕ канура. 84 çулта пулсан та килти хуçалăхра пыл хурчĕсем ĕрчетет. Ĕç ăсталăхĕпе, хастар та уçă кăмăлĕпе ял-йышра пысăк хисеп çĕнсе илнĕ. Ялти утарçăсене кирлĕ сĕнÿ- сем парать. Анчах та юлашки çулсенче уйсенчи тыр-пула тĕрлĕ им-çам сапнăран-и, йывăррăн хĕл каçнине пĕлтерчĕ.
Мăшăрĕпе Екатерина Еремеевнапа иккĕшĕ те — сăпайлă, лăпкă çынсем. Екатерина Еремеевна 1942 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕнчен, вăрçа тухса кайнă Еремей Григорьевич Григорьевран, çуралсан икĕ эрнере юлнă. 1943 çулта ашшĕн кун-çулĕ татăлнă. Ăна Донецк облаçне пытарнă. Амăшĕ пĕчĕкрен ачисене ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ. 80 çул урлă каçнă ĕç ветеранĕ çакна аса илчĕ калаçнă май. «Анне, пилĕк ыратать»,— теттĕм. «Ыратакан вырăна илсе пăрах»,— тетчĕ. Çапла ÿснĕ çамрăкран ялти ĕçре пиçĕхсе. Амăшĕ тăрмăшсем пулнă. Унпа пĕр тăвансем Ялугин, Кадикинсем пулăшнă. «Куккин ачисем пулман. Унăн вăйлă сад пулнă. Пире улма-çырлапа пулăшатчĕ. Картиш тулли выльăх пулнăран тăвансем пире улăм тиесе пырса паратчĕç. Мĕне тăнă вăл пулăшу!»
Екатерина Еремеевнапа сăмах çыпăçсах пычĕ.
— Вуннăмĕш класс пĕтерсен педучилищĕне заявлени патăм. Анчах та конкурс витĕр тухаймарăм. Мана Жуков директор патне чĕнсе илчĕç. «Сире, тăлăха, ĕç парасшăн эпир»,— терĕ вăл. Мана лаборант пулма, кĕнекесем валеçсе пама вырăн тупса пачĕç. Чăтаймасăр, йĕрсе ятăм. Çулталăк ĕçлерĕм. Вĕренме кĕтĕм. Ăна ăнăçлă пĕтерсен Ямаша ĕçлеме ячĕç. Эрнере пилĕк сехет вырăс чĕлхине вĕрентеттĕм тата пионервожатăйра та тăрăшаттăм. Пĕр çул ĕçлерĕм те тĕрĕслеме килчĕç. Майоров хушаматли: «Ку хĕрача ман патне ĕçлеме пырать»,— терĕ. Вара уттартăм Шăхасантан Ямаша çурран. РОНОран шкулсем тăрăх тĕрĕслесе çÿренĕ. Пур шкула та çитнĕ. Тĕмере те, Чутее те. Кăштахран райком партине ĕçлеме илчĕç. ВПШна вĕренме кĕтĕм. Ăна пĕтертĕм. «Лайăх шухăшласа пăх, сире «Победа» совхозра парторганизаци секретарьне уйăрса лартасшăн»,— терĕ Козлов. Килĕшрĕм. 20 çул унта ĕçлерĕм. Юлашки 12 çулне Амалăх шкулĕнче ачасене историпе географи вĕрентрĕм.
— Эсир иксĕр мĕнле паллашрăр тата?
— Салтак Польшăран курма килнĕ. Эпир шкула тĕрĕслеме кайнă. Çапла тĕл пултăмăр вара. Эпĕ ăна педучилищĕре чухнех курнă. Вăл ВРЗ патĕн- чи ЖДУ училищинче вĕреннĕ. Апат çиме ир те, каç та ВРЗ столовăйне çÿренĕ. Вĕсен тăхăнмалли тумтир, апатлану тÿлевсĕрччĕ. Обмундировани çинче эмблемăсем пулнă. Педучилищĕре вĕренекенсем те столовăйне çÿренĕ. Эпир вĕсенчен шикленеттĕмĕрччĕ те кăштах, айккинчен пăрăнса утаттăмăр. Кайран Турри пире тепре тĕл пултарчĕ. Килĕштерсе пурăнатпăр.
—Çĕнĕ çулта пурне те сывлăх, телей сунатпăр,— терĕç Николай Егоровичпа Екатерина Еремеевна.